Мартăн 8-мĕшĕ уявĕ ячĕпе аннесене халалласа
Вложение | Размер |
---|---|
anne_sava.docx | 18.83 КБ |
Аннене
Ах, аннеçĕм, анне
Ырă чунлă анне.
Эп сана юратса
Çак сăвва шăрçалап.
Çырла пек сан туту,
Чечек пек сан сăнну.
Юмахри Пирĕшти
Эсĕ маншăн анне.
Сан утту акăш пек
Утса мар, ярăнса
Эс пыран урампа
Куллупа илĕртсе.
Эсĕ ăшă хĕвел
Çутă çăлтăр пулан.
Сан пекки пурнăçра
Текех çук тĕнчере.
Ирхине эс тăран
Ĕçсене пуçтаран.
Ыр сăмах каласа
Шкулалла ăсатан.
Эс, анне, чи хитри
Юрататăп сана.
Яланах пиллĕкпе
Савăнтарăп сана.
Çемьери ачсене
Юратан эс пĕр пек.
Пурте-чи çывăххи,
Пурте – чи лайăххи
Ах, мĕн чухлĕ ĕçсем
Кунĕпе эс тăван.
Мĕнлерех ĕлкĕрен
Пур ĕçе эс тума.
Утса мар, эс чупса
Кашни кун-çке çапла
Вăй-хăват иксĕлми
Сан тапать-çке пĕвре.
Е ачу чирлесен
Çĕрĕпе куç хупмасть.
Ах, мĕнле сыватам
Шухăшлан ир те каç.
Ял çинче хисепре
Эс пулатăн анне.
Ваттипе –ватти пек
Çамрăкпа- çамрăкла.
Утмăла эс çитен
Лăш курман-çке ларса.
Паян кун та санра
Вăй тапать чĕрере.
Эс ан ватăл, анне,
Çамрăк пул яланах.
Пурнăç çук тĕнчере
Сансăр пĕртте, анне
Аннене хисепле,
Хăвнах ырă пулĕ.
Ахальтен каламан
Ваттисем çак с(ă)маха.
Юратар аннене,
Юратар аттене.
Вĕсен ăшă кулли
Савăнтарччăр пире.
Сыв пулсан аннесем,
Сыв пулаç ачисем.
Телей çеç эп сунам
Этот древний-древний-древний мир!
Снегири и коты
Пчёлы и муха
Подарок
Зимняя сказка