Çеçпĕл патне янă çыру
Вложение | Размер |
---|---|
khastar_cherelle_cecpelemer.docx | 19.27 КБ |
Сан пата çыру çыраканĕ- Аслă Чакри тĕп шкулта 9 класра ăс пухакан Александров Владислав!
Çеçпĕл.. Эпĕ сан сăввусемпе мĕн пĕчĕкрен паллашса ÿсрĕм. Халĕ те пур кăмăлпа вулатăп. Ман умра йывăрлăх пулсан эсĕ яланах куç умне тухса тăратăн.Эсĕ мана çав йывăрлăха çĕнтерме хăват паратăн.
Эпĕ санăн сăввусене нихăçан та лăпкăн вулаймастăп. Сан сăввусенче чун асапĕ те,телейлĕ пурнăç та пур.Вĕсене вуланă май хама темле вăйлă, хăватлă, хастар çын пек туйма тытăнатăп.Манăн та тăван халăхшăн çав тери паттăр, усăллă, ырă ĕç тăвас ĕмĕт çуралать.
Эсĕ чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн мĕнпур чун хавалне пама тăрăшрăн. Эсĕ хăвăн сăввусенче халăх пурнăçне тивекен пысăк ыйтусем хускатрăн. Кашни çын тăван халăх çинчен шухăшламасăр пĕр кун та пурнаймасть пулĕ тесе эпĕ те сан пекех шутлатăп .
Çĕр çинче халăх нумай. Эпĕ вара –чăваш. Манра асаттесен юнĕ чупать. Эсĕ кам тесе ыйтсан та, эпĕ тÿрех- эп -Чăваш тесе хуравлăп!
Эпĕ ытти халăха тиркеместĕп, анчах та хамăн халăха чунтан юрататăп, уншăн çеç пурăнма,ĕçлеме тăрăшатăп.
Çак шухăша пурне те яр-уççăн калас килет:
Эс те-чăваш , эп те –чăваш. Пурăнар-ха -ха эппин-чăвашла!
Ман халăх мĕн авалтанах тымар янă, çирĕпленсе, тĕрекленсе пынă. Темĕнле йывăр пулсан та асапсене тÿссе ирттернĕ вăл, аптраман, пĕтмен, малаллах талпăннă. Яланах паттăр, хăюллă!
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех.
Эпĕ, эсĕ, вăл –çав вăрлăх. Чăнах та, мĕнле кăна йывăрлăхсем чăтса ирттермен пуль чăваш, çапах та парăнман, парăнассăм та çук! Чăваш-чун хавалĕпе те паттăр, чĕрепе те шĕл-кăвар, ăс-пуçран та катăк мар!
Юрри-сăввине, ташши-кĕввине ,пин-пин тĕррине, çепĕç чĕлхине упраса хăварнăшăн савăнса пурăнать манн халăх. Чăваш , чăнах та, пурнать, малалла утать, малашне те çаплах пурăнма ĕмĕтленет.
Чăваш халăхĕн малашлăхĕ çутă, пуласлахĕ çирĕп. Паянхи кун та йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕп утăмсемпе çÿлелле талпăнать чăваш, апла пулсан мăнаçлăнах калама пултаратпăр:
-Кирек хăш вăхăтра та ,темле йывăр пулсан та чăваш халăхĕ пĕтмен, вăл пулнă, пур, пулать те!
Çеçпĕл, эсĕ унăн тăван чĕлхе – чи çивĕч те пуян чĕлхе пуласса ĕненсе пурăнтăн. Чăнах та, мĕн тери мухтавлă та çепĕç пирĕн чĕлхе.Чăваш чĕлхине халалласа , унăн пуласлăхне шанса нумай сăвă çыртăн. Эсĕ хăвăн пултарулăхупа пурне те тĕлĕнтертĕн, нумай çынна çунатлантартăн.
Çеçпĕл – эсĕ ман чунра пурăнатăн. Эпĕ те сан пекех хамăн чĕлхене юрататăп, унпа пĕр вăтанмасăр калаçатăп.
Шел пулин те , санăн шăпу трагедиллĕ пулчĕ, анчах та сан ĕмĕчÿсем пурнăçа кĕчĕç.
Хăватлă , çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ
Хĕвел тумтир тумланчĕ.
Çĕн Кун ăна чăннипех те ыталарĕ.
Ун çул çине Интернационал кĕперĕ анчĕ.
Çеçпĕл Мишши , эпĕ те сан пекех хастар, хыт утăмлă пулма , вут кайăклăн вĕçме сăмах паратăп.
Манăн та сан пекех кун-çул уттинчен юлас марччĕ. Тăван çĕршывшăн, халăхшăн патриот чунлă пуласчĕ.
Сказка "Дятел, заяц и медведь"
Астрономический календарь. Декабрь, 2018
Серебряное копытце
Интересные факты о мультфильме "Моана"
Рисуем осенние листья