Пӗрремӗш сӑввӑм
Вложение | Размер |
---|---|
bezrukin_aleksey_b.docx | 122.46 КБ |
Эпӗ- Безрукин Алексей, 11-мĕш класра вĕренетӗп.Тӑван чӗлхене, литературӑна юратса вӗренетӗп. Пушă вăхăтра эп сăвă çырма кӑмӑллатӑп. Хамăн пĕрремĕш сăввăма эпӗ 8-мěш класра вӗреннӗ чухне çырса пăхрăм. Çавăн пек вара эп хамăн чунри туйăмсене хут çине ӱкерме пуçларăм.
Кукамай
(пӗрремӗш сӑввӑм)
Манăнни пек кукамай
Камăн пур –ши ,тупата?
Пěлтерем-ха çырнă май -
Пур енчен те вăл ăста:
Апатне те пěçерет,
Кил-çуртне те тирпейлет,
Алса-нуски те çыхать,
Выльăх-чěрлěне пăхать.
Вăт çапла ман кукамай,
Ěç тупать хăйне пěрмай.
Упрасчӗ Ҫӗр илемне.
Мӗн чул илем ҫут тӗнчере:
Ак кайӑк юрринех итле,
Йывӑҫ хумханнине тимле,
Курса килен шыв юххине,
Хӗвел ҫиҫсе вылянине...
Анчах хӑш чух эпир пулатпӑр
Чунсӑр пекех. Ҫав илеме
Таптатпӑр, пӗтерсе хуратпӑр.
Кайран мӗскер-ха кӗтмелле?!---
Пирӗн Ҫӗре сиплемелле!
Мӗн чул ҫӱп-ҫап- вӑл уншӑн пыйтӑ!
Ҫунать вӑрман - пысӑк суран!
Вилет чӗр чун - ҫухалчӗ алӑ!
Хими- амантӗ ураран!---
Илем килет кашни ҫынран!
Ним те ан калӑр
Ан калӑр мана ним те,
Ҫырап ҫырас килнӗ чухне.
Кулатӑр тата епле
Манран "чӑн поэт эс"тесе.
Ҫук, витмӗ мана тек ку!
Ҫырап- килӗшет ҫырма.
Ҫырсан- лайӑхрах чунра.
Ыйтать тӗк - ӑна хӑть мӗн ту!
Юратакан ҫынна
Юратакан ҫынна
Пустуй сӑмах эс ан кала.
Усал сӑмах-варлать чуна.
Суя сӑмах - хуҫать ӑна-
Юратакан ҫынна.
Санпа пуласчӗ
Хавас ҫур кунне савса
Кайӑксем юрӑ юрлаҫҫӗ.
Хӗвел ӑшшине туйса
Йывӑҫсем ҫеҫке ҫураҫҫӗ.
Ҫурхи ырӑ каҫ вара
Санпа урама тухасчӗ.
Чунсен ырлӑхне туйса
Темччен юнашар утасчӗ.
Хальхи ачалӑх пирки...
Вӑхӑт ылмашрӗ,ачалӑх ылмашрӗ.
Умра халь компьютер,алӑра телефон.
Епле халӗ унсӑр? Тӗнче вӑл кӑтартрӗ!
Компьютер ӗҫлет ав, кӗрлет микрофон.
Анчах та ачалӑхӑн пур хӑй саккунӗ.
Вӑл ирӗклӗх,шавлӑх,хаваслӑх ыйтать .
Унра хавас кулӑ,унра чӗрӗ туйӑм,
Унра ҫирӗп туслӑх, чунра вӑй вылять...
Чунра мӗн вылять-ши?Туйма вӑл пуҫлать-ши
ҫак чунсӑр компьютер унпа калаҫсан?
Пуҫра мӗн кумать-ши?Ӑс-тӑн пухӑнать-ши
Йӑлт хатӗррине ҫеҫ унта шырасан?
Ҫак ҫӗнӗлӗхе эп пӗртте хурламастӑп,
Анчах та кашнийӗн хӑй вырӑнӗ пур.
Ӑҫта хавас вӑйӑ тата урам шавӗ?
Кунта та илемлӗх туйса эсӗ кур.
Пӗчченлӗх
Пӗчченлӗхе эп юрататӑп.
Пӗчченлӗх -ҫывӑх тусӑм ман.
Тус -юлташсем те пур, чухлатӑп,
Ман пулмалла вӗсемпе тан.
Анчах та чунӑм-ҫке аманнӑ.
Туссем амантнӑ-ҫке ӑна.
Эп вӗсене пачах халь маннӑ.
Пӗчченлӗх йышӑнчӗ мана.
Халь ҫывӑх тус вӑл ман - пӗчченлӗх
Чун канлӗ,кӑмӑллӑ унпа.
Эп пӗччен мар , манпа- пӗчченлӗх
Вӑл шанчӑклӑ, ялан хампа.
Хаяр ҫапӑҫу.
Урамра тӑратӑп.
Шӑп ҫак вӑхӑтра
Ҫерҫие куратӑп-
Ӳкрӗ ман умра.
Ҫунатти аманнӑ,
Хуҫӑлнӑ ури.
Ак епле вӑл пулнӑ
Пӗр курак хури:
Хай ҫерҫи васканӑ
Чӗпписем патне.
Сӑмсипе ҫаклатнӑ
Мӑнтӑр ӑманне.
Ҫывӑхрах куракӗ
Курнӑ та ҫакна,
Туртса илме тӑнӑ
Мӑнтӑр ӑмана.
Ҫапӑҫсах ҫав кайнӑ-
Куракпа хайхи.
Парӑнман, аманнӑ,
Ак выртать ҫерҫи.
Карлатса ҫывхарчӗ
Ун патне курак.
Ӑманпа хӑпарчӗ.
Парӑнтарчӗ ҫак.
Кӑшкӑрса х(ӑ)валарӑм
Ҫӑткӑн курака.
Ҫук, пулӑшаймарӑм
Пӗчӗк кайӑка.
Хěле кěтетпěр.
Çăвать те ирěлет- çке юрě.
Ěнер шап-шурччě - паян çук.
Эпир хěле кěтетпěр пурте,
Анчах та кěрěн вěçě çук.
Эпир йăлтах ,ав, хатěрленě-
Коньки те, йěлтěр те, çуна .
Хура кěр, эсě те аван-ха,
Анчах та, хěл, кěтеп сана.
Йывăçěсем те, кур, çаралнă,
Кайăксем кайнă кăнтăра.
Сана кěтсе хирсем хуралнă,
Халь тăхăнасшăн сан тумна.
Как нарисовать портрет?
Галка в чужих перьях
Четыре художника. Осень
Сказка "Узнай-зеркала"
Где спят снеговики?