Отзыв о прочитанной книге.
Вложение | Размер |
---|---|
Сочинение | 12.32 КБ |
Антонова Дарья Витальевна (7 класс)
МБОУ «Урмарская средняя общеобразовательная школа им.Г.Е.Егорова» Урмарского района Чувашской Республики.
Сочинени.
Манăн юратнă кĕнеке.
„Кĕнеке нихçан та йăлăхтармасть, вуланăçемĕн вулаттарать”,- тесе каланă ваттисем. Çак ваттисен сăмахĕ эпĕ вуланă калава та пырса тивет. Питĕ юратса вуласа тухрăм эпĕ чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев çырнă „Макумба ташши” повеçпе калавсен пуххинчи „Макумба ташши” калава. Кĕнеке 2012 çулта пичетленсе тухнă. Калавра тĕп сăнар - Леша Голубев – вунă - вун пĕр çулсенчи ача çинчен çырса панă. Амăшĕ ăна пăрахса кайнă, ача интернатра çитĕнет, унăн хăлхи начар илтет. Пĕррехинче Шупашкара халăх артисчĕ Махмуд Эсамбаев килет тенине илтсен ача интернатран концерта каяс ĕмĕтпе тухса каять. Воспитатель Лешăна пĕр ача Макумба ташшине курнă хыççăн хытă пăлханнипе илтекен пулни çинчен каласа панă. Халĕ ĕнтĕ вăл та илтекен пуласса шанать. Çав тери пăлханса курса ларать Леша Макумба ташшине. Вăл ырă вăйсене ĕненет. Макумба – индеецсен усал вăйсемпе кĕрешекен ырă турă. Вăл шыв пулса та вут пулса та усал вăйсене тĕп тунă.
Леша ача ăсĕпе çăлăнăç кÿрекен ырăсем çинчен ĕмĕтленсе шутлать. Сочири концерт залĕнче пурне те тĕлĕнтерсе „илтетĕп, илтетĕп!” тесе кăшкăрнă ачана ăмсанать, амăшлăх мĕнне маннă амăшне, çавăн пекех хăй çинчен çеç шутлама хăнăхнă ашшĕне ăшра вăрçать.
Çак концерт хыççăн Леша интерната мар, кукамăшĕ патне яла каять.
Халĕ Лешăн ашшĕпе амăшĕ те пур ĕнтĕ, ăна хăлхасăр пулсан та усрава илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе Леша илтекен пулнă (унăн хăлха шăтăкĕсенче ют ÿт ÿссе ларнă иккен).
Çапла вара, журналистпа тепĕр тĕл пулнă чухне Леша хăй Макумба ташшине ташлать. Халĕ вăл çемьере ÿсет. Ашшĕпе амăшĕ ăна юратаççĕ. Тинех ашшĕ-амăш юратăвне туйса, ача чухне йывăр та нушаллă пурнăçне манса телейлĕ ÿсĕ Леша. „Кирек хăш вăхăтра та ачашăн ачалăх кирлĕ, вăхăт çитмесĕр унран никама та уйăрмалла мар. Ачалăхра вăрăм пурнăç çулĕ валли пуянлăх пухатпăр – чун пуянлăхĕ,- тет Денис Гордеев. Эпĕ çакăнпа килĕшетĕп. Леша ача чухнех мăн çын пек шухăшлать, чиртен сываласса шанса кĕтет. Шанса кĕтекенĕн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Çакă, ман шутпа, калавăн тĕп шухăшĕ пулса тăрать. Пултаруллă çыравçă хайланă калав мана хам ума лартнă тĕллеве кирек мĕнле пулсан та пурнăçламаллине, алла усмалла маррине вĕрентрĕ.
3 загадки Солнечной системы
Ель
Госпожа Метелица
Что общего у травы и собаки?
Снегири и коты