"Янра чăваш чĕлхи" хайлава Чăваш республикинчи Вăрмр районĕнчи Вăрмарти вăтам шкулти 6б класра вĕренекен Антонова Дарья çырнă. Хайлава чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ конкурса хутшăнса çырнă.
Вложение | Размер |
---|---|
sochineni.docx | 13.73 КБ |
Янра чăваш чĕлхи.
Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Атте-анне çуртне манмарăм,
Тăван чĕлхе чысне упрарăм,
Чăваш çĕрне ялан упрарăм.
(В.Давыдов-Анатри)
Çĕр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсене пĕр-пĕринчен йăли-йĕркине, сăн-питне пăхса çеç мар, чĕлхине пăхса та уйăрма пулать. Кашни чĕлхен хăйĕн илемĕ, хăйĕн илĕртÿллĕ те çепĕç сасси. Чăваш чĕлхи те ытти халăх чĕлхинчен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Ăна пирĕн асаттесем упраса, пуянлатса пынă, çухаласран сыхланă. Çак чĕлхепех эпĕ те, манăн асннепе асатте те, кукамайпа кукаçи те калаçаççĕ.
Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар, чăвашла хаçатсемпе журналсен, радиопа телевидени чĕлхи те. Çавăнпа пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене юратмалла. Хальхи пурнăçа илсен вара нумайăшĕ, хăйсем чăн чăваш пулин те, ачисене мĕн çуралнăранпа вырăсла кăна калаçтараççĕ, чăваш пулнишĕн вăтанаççĕ, пирĕн поселокра вара пушшех те. Хамăрăн паллă ăсчах Геннадий Никандрович Волков çапла каланă: „Темле чĕлхене те алла илме, тем те пĕлсе тĕлĕнтерме пултарать этем, анчах та тăван чĕлхене манакан – этем мар”. Эпĕ те çакăнпа килĕшетĕп. Ашшĕ-амăшне манакан, ваттисене хисеплемен, тăван килне, çуралнă ялне, çĕр-шывне юратман çын çеç ăруран ăрăва куçса пынă йăла-йĕркерен, чăвашла калаçассинчен пăрăнма пултарĕ.
Чăвашсем те тăван чĕлхепе калаçмасан мĕнле аталанĕ-ха чăваш ялĕ, чăваш çĕр-шывĕ, чăваш халăхĕ? Хулара, поселокра пурăнсан та, тăван чĕлхепе çырма, вулама, таса та тĕрĕс калаçма пĕлни никама та чăрмантарас çук. Янраса çеç тăтăрччĕ чăваш чĕлхи. Юхма Мишши: „Чĕлхе пĕтсен – чăваш пĕтет, чăваш пĕтсен – тĕнче пĕтет”, - тесе каланă. Пĕтме парас марччĕ атте-анне пилленĕ тăван чĕлхене. Çĕр пин юрăллă халăх чĕлхи хăйĕн пĕлтерĕшне ан çухаттăрччĕ. В.Давыдов-Анатри каланă пек кирек ăçта çитсен те тăван чĕлхене, чăваш çĕрне манас марччĕ.
Зимний лес в вашем доме
Красочные картины Джастина Геффри
Самый главный и трудный вопрос
Снежный всадник
Валентин Берестов. Аист и соловей