Ташăсем пирěн тěрлěрен.Костюмěсене хореограф ташшипе килěшӳллěн суйлать.Хитре пулччăр,пурне те килěшчěр тесе тăрăшать
Ташă кружокне эпě питě килěштеретěп.Ахальтен мар пуль, тăваттăра чухнех ташлама пуҫланă.
Вложение | Размер |
---|---|
tasha_val.docx | 14.83 КБ |
Ташă вăл – чун уҫҫи.
Эпě Аня ятлă, 7-мěш А класра вěренетěп.Э рнере тăватă хутчен, Ачасемпе Çамрăксен Пултарулăх керменне,ташă кружокне ҫӳретěп.Пирěн ушкăн ячě-‘’Карамелька’’. Пире ташлама ăста та пултаруллă хореограф Елена Григорьевна вěрентет. Эпир уявсенче хамăр пултарулăха шкулсенче кă -тартатпăр, ҫавăн пекех Химиксен культура керменěнче те. Çуллахи вăхăтра эпир ‘’Чувашия’’ санаторинче пултăмăр. Унта пире питě ăшшăн кěтсе илчěҫ, татах та килěр терěҫ. Эпир тěрлě хулари конкурссене те хутшăнатпăр. Шупашкарта, Хусанта, Чулхулара, Мускавра, Санкт- Петербургра пултăмăр. Мускавра 3- мěш вырăн йышăнтăмăр, Санкт- Петербургра -2-мěш. Конкурссенче дипломсем, грамотăсем, кубоксем ҫěнсе илетпěр.
Ташăсем пирěн тěрлěрен.Костюмěсене хореограф ташшипе килěшӳллěн суйлать.Хитре пулччăр,пурне те килěшчěр тесе тăрăшать
Ташă кружокне эпě питě килěштеретěп.Ахальтен мар пуль, тăваттăра чухнех ташлама пуҫланă.Кружока ҫӳресе эпě “шпагат”, ”мостик”,”колесо” тума вěрентěм. Ташă вăл маншăн- чун уҫҫи. Ташăсăр пурнăҫ та кичем пек.
Соколова Аня
7-мěш А класра вěренекен
Снежная сказка
Астрономический календарь. Март, 2019
Городецкая роспись
Привередница
Серебряное копытце