Стихи ученицы 5 класса на чувашском языке
Вложение | Размер |
---|---|
rudenko_yuliya.doc | 30.5 КБ |
Республиканский художественно-литературный фестиваль
«Хавхалану çăл куçĕсем»
Номинация «Лучшее декламирование авторских стихов»
Руденко Юлия
ученица 5 В класса
МБОУ «Гимназия № 1» г. Чебоксары
руководитель Леонтьева Нина Геннадьевна
учитель чувашского языка и литературы
Юля Руденко Шупашкарти 1-мĕш гимназире 5-мĕш «В» классра вĕренет. Чăваш чĕлхине юратса вĕренет. Чăвашла тата вырăсла сăвăсем çырать. Сăввисене хайлама ăна Леонтьева Нина Геннадьевна вĕрентекен пулăшать. Хăйĕн сăввисенче Юля çут çанталăк, Тăван çĕр-шыв, вĕрентекен, çемье çинчен каласа парать.
Учитель — иккĕмĕш анне
Учитель — иккĕмĕш анне,
Мĕнпе танлаштарам сăнне?
Сар хĕвел пек йăл куллине,
Вăл парнелет ачасене.
Ялан парать ыр сĕнÿсем,
Куллен-кунах çĕнĕлĕхсем,
Ăс-тăн, пĕлÿ пилленисем,
Асран тухмаççĕ çке вĕсем!
«Аннеçĕм!» — тетпĕр хăш чухне,
Сисмесĕрех чупса пырса.
Йăл куллипе ыр хуравне,
Парать анне пекех пулса.
Пурне те пулăшма васкать,
Çитĕнÿсем патне туртать,
Вĕренменнишĕн кулянать,
Анчах пĕрех вăл каçарать.
Йывăрлăхра алне парса,
Вăл пулăшать, памасть путма,
Хăй ачи пек туйса, савса,
Чунтан хистет ыр çын пулма.
Учитель пек хастар пулса,
Ÿсер-ха, ырă чĕрепе,
Ырришĕн çеç чунпа çунса,
Утар-ха унăн йĕрĕпе.
Кĕр илемĕ
Пур илем кĕр кунĕн
Йывăç пахчинче,
Çунать вутăн-хĕмĕн
Пилеш ир çинче.
Пур илем кĕр кунĕн
Чечек пахчинче,
Халь кĕрхи чечекĕн
Эп ытамĕнче.
Кĕр чечекĕсем
Маннă пуль сÿнме,
Ытамра вĕсем,
Савнăç чĕрере!
Четыре художника. Осень
Два морехода
Почему Уран и Нептун разного цвета
Старинная английская баллада “Greensleeves” («Зеленые рукава»)
Денис-изобретатель (отрывок)