В своей работе ученица рассказывает об односельчанах, которые учились в Симбирской чувашской школе.
Вложение | Размер |
---|---|
Эссе "И.Я.Яковлев. Направленность его ума и интересов" | 54 КБ |
kanna_kushki.doc | 54 КБ |
И.Я.Яковлев санарě тата шухăш-кăмăлě.
Кăнна Кушки…Ǎна туран куратăн:
Çырмаллă ял, ял вěçěнче çыран.
Тахçан кунта иккен тăлăх туратăн,
Кěтÿ кěтсе вăл ÿснě ачаран.
Çын вăй-халне вăл çирěп шаннă,
Пире вăл чěннě çутталла...
Хальхи вăхăтра И.Я.Яковлева пěлмен чăваш çук та пулě. Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă вăл.Тăван халăха тěнче цивилизацийěн шайне çěклеме ěмěтленнě.
И.Яковлевич çинчен эпир букварь вуланă чухнех илтнě.
И.Я.Яковлев, унăн пархатарлă ěçě-хěлě çинчен эпир кашни класрах тěпчетпěр.
К.В.Иванов, М.Д.Трубина, Ф.П.Павлов тата ытти чăваш çыравçисен пултарулăхне тишкернě май Чěмпěрти чăваш шкулě, И.Яковлев çинчен асăнмасăр иртместпěр.Калаçу Аслă вěрентÿçě таврах пырать.
7-мěш класра вěренекен ачасемпе Трубина Мархвин «Ача чухнехи» повеçěн «Шкула Иван Яковлевич килсе кайни» сыпăка тимлěн вуласа тишкеретпěр.Шăпах çак урокра И.Яковлев портретне сăнатпăр. Иван Яковлевич çулланнă тапхăрта та патвар, тěлěнмелле вăйлă, çирěп чěреллě пулнă май, вăл выçă чăваш ялěнчи яшлăхěнче, ăна астăвакансем каланă тăрăх, хыткан, вăтанчăк, тăтăшах чирлекен ача пулнине ěненме те йывăр.Унăн паттăрла вăй-халě тата çан-çурăм çирěплěхě вăл ар çулне кěнěçем, гимназире вěреннě тата çěр виçекен пулса ěçленě тапхăрта, лайăхрах апатланма пуçласан тата вăйран кайса ěçлеме пăрахсан палăрма пуçланă. Ялкăшакан ăсěпе вара ача чухнех аслăрах çынсене тěлěнтернě.
Иван Яковлевич хăйěн сумне нихăçан та çухатман çын, чăн-чăн демократ пулнă.
Кěпěрнери паллă пуçлăх-и, е пěр-пěр министр, ялти вěрентекен-и, е хăш чух ушкăнăн-ушкăнăн тěрлěрен ыйтусемпе килекен çěр ěçченě-и—пурне те пěр пекех кăмăллăн йышăнма тăрăшнă Иван Яковлевич. Унăн шухăшěсем таса, мал курăмлă пулнă. Кашнинчех хуравне те çыннăн кăмăлне, унăн пултарулăхне кура панă вăл. Унăн сăмахěсем çынсенче çирěплěх, ыр кăмăллăх, тěрěслěхпе чăтăмлăх туйăмěсене вăратнă, тăван тавралăха, çывăх çынсене юратма вěрентнě.
Яван Яковлевичăн кун йěрки хресченсенни пекех пулнă. Çуллапа хěлле вăл ирех, 5 сехет тěлнелле тăнă, çак вăхăтра ун патне яланах ěçпе çÿрекен чăваш хресченěсем килнě. Вěсемпе вăл, чей ěçнě май, халăхăн кулленхи йывăр ыыйтăвěсене татаса пама тăрăшнă. Хěллепе кěр кунěсене Иван Яковлевич тул çутăличчен Чěмпěр шкулěн виçě çуртне те çитме ěлкěрнě, çывăрмалли пÿлěмсене, классене, столовăйсене тěрěсленě, вěренекенсем валли пěçерекен апата астивнě, çăкăрпа кваса тутанса пăхнă, лаша витине те çитсе курнă… Вăл хресченсен ахаль апатне—купăста яшкине, тăварланă хăярпа купăстана, пулă шÿрпине кăмăлланă. Вăл нихăçан та чěлěм туртман. Анчах унăн пÿлěмěнче ыттисем туртнине хирěç пулман. Хăйěн тěрлěрен наградисене вăл пěр-пěр паллă кун çеç çакнă. Мухтанас е мăнаçланас йăла пулман унăн.
Аслисемпе, влаçра тăракансемпе яланах хăйне çирěп, пěчěк ачасемпе е халсăррисемпе çепěç, ăшпиллě тытнă Иван Яковлевич. Унăн тěлěнмелле ырă кăмăл пулнă.
Пире, чăвашсене, ырăрах пулма вěрентет вăл. Акă, калăпăр, пирěн умра океан. Пур çěрте те шыв, вěçě-хěрри те курăнмасть. Тинěсре чипер ишсе çÿремешкěн, çитес çěре çитмешкěн çынсене хисеплес пулать, усал тума мар, усал сăмах та калама кирлě мар.
Ваттисене хисеплесе хастарлă та ěçчен пулма вěрентет пире Аслă вěрентекенěмěр.
Ачасем И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне панă халалпа» хытă интересленеççě, кăсăкланаççě. Çак халалра чěнсе каланисене пурнăç кěнеки е мораль кодексě тенě пулсан та йăнăш пулмěччě. Пирěн Аслă учителěн вěрентěвě паянхи кун та пысăк пěлтерěшлě.
Мěне вěрентет-ха халал? Халалра тăван чěлхене юратмалли, упрамалли çинчен каланă. Кашни çыннăн хăйěн чěлхи çинчен манмалла мар. Пуршăн-çукшăн вăрçăнмалла мар тет Иван Яковлевич. Чăвашсене пěр-пěрне пурнăçра пулăшса пыма хушать. Иван Яковлевич ěçе тěплě тума сěнет. Уставпа туни вăл çирěп мар. Вěрене темěнле явсассăн та, унăн вěçě пулать. Çын ěçленипе пуймалла мар. Хăвăн ěçлесе хăв аллупа тумалла. Халě улталаса пуякансем нумайланса кайрěç.
Халала вуласа тухнă хыççăн пěтěмлетÿ тăватпăр: пěр-пěринпе килěштерсе пурăннине нимěн те çитмест. Пурте туслă пурăнмалла: вырăс-и, чăваш-и, тутар-и эсě…
Иван Яковлевич вырăс чěлхине пысăк вырăна хунă, вырăс чěлхи чăвашсене вырăс культурине вěренсе пыма пулăшать тенě.
Чăваш халăхне вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас ěçре Чěмпěрти чăваш шкулě пысăк вырăн йышăнса тăнă. И.Яковлев йěртсе пынипе Чěмпěрти чăваш шкулě халăха вěрентес ěçěн хăйне уйрăм системине туса хунă. Çав система тăрăх шкулсенче вěренекенсене хăйсен чěлхипе вěрентнě. Çакна пула çав шкулсем халăха çывăх шкулсем пулса тăнă.
И.Яковлев чăваш шкулěсене лайăх хатěрленнě учительсене парас задача лартнă, çакна вăл хăйěн тěп ěçě тесе шутланă. Çав учительсем халăх пурнăçěпе тачă çыхăнса тăракан çынсем пулмалла пулнă.
Пирěн ялтан та çак Чěмпěр чăваш шкулěнче вěренекенсем пулнă. Эпир çав пултаруллă çынсем çинчен ачасемпе уроксенче тăтăшах аса илетпěр. Акă вěсен хушамачěсем: Мясников А.М., Никонорова О.Н., Архипова А.Ф., Никонорова В.Н., Егоров Ф.Н., Иудин Ю.Н., Шмалаков Ю.Г., Гордеев А.П. Вěсем, пурте тенě пекех, шкулта ачасене вěрентнě. Нумай çынна пурнăçăн тěрěс çулě çине тăма пулăшнă. Хăйсем чăваш пулнишěн мăнаçланнă.
6-мěш класра вěренекенсемпе килти вулав урокěнче А.П.Гордеевăн пултарулăхěпе паллашнă май унăн «Анне сăнарě» сăввине вуласа тишкеретпěр.
Иртнě вěренÿ çулěн ака уйăхěнче чăваш чăлхи эрнелěхěнче Чěмпěр облаçěнчи Майна районěн çут ěç пайěн пуçлăхě пулса нумай çул ěçленě Иудин Юрий Николаевичпа тěл пулу ирттертěмěр. Вăл Чěмпěр чăваш шкулěнче вěреннě çулěсем çинчен питě интереслě каласа пачě. Çак шкула йěркелекенě çинчен ăшă сăмахсемпе çеç аса илчě.
Нумай çул вырăс чěлхипе литературине вěрентнě Егоров Фёдор Николаевича та аса илсе хăварас килет. Вăл та Чěмпěр чăваш шкулěнчен вěренсе тухнă хыççăнах шкул ěçне кÿленнě. Тивěçлě канăва тухичченех тăван ял ачисене А.С.Пушкинпа М.Ю.Лермонтов чěлхине вěрентнě.
Иван Яковлевич хăйěн пěтěм пурнăçěн тěллевне—чăваш халăхне христианство тěнěпе пěтěçтерсе шăпăр шăтăкěнчен çутлăхăн анлă тěнчине илсе тухас, чăваша çын шутне кăртес тěллевне—чиркÿ ěçěпе тата патша влаçěн политикипе килěшÿллěн пурнăçа кěртсе пыма тăрăшнă. Çавăн пекех вăл ěмěрě тăршшěпех тăван халăхне пěтěм тěнче цивилизацийěн тěп кěнекисенчен пěрне—Библлие—чăвашла куçарса парасчě тесе хěмленсе ěçленě. Библи кěнекисене чăвашла куçарса халăх хушшине сарни чăваш халăхěн кěнеке-çыру, литература чěлхине йěркелесе яма тата çавăн пекех чěлхене çěнě ăнлавсемпе пуянлатма пулăшнă. Чăвашла куçарса кăларнă тěн кěнекисем халăх хушшине пěлÿлěх сарнă, чăвашсенчен вěреннě çынсем йышлăран та йышлă тухма пуçланă.
Халалěнчи сăмахсене аса илер-ха: «Турра ěненсе пурăнасси калама çук пысăк япала—пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ěненÿ этемěн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать, инкек-синкек, хуйхă-мěн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ăна çутатса тăрать». Чăвашсене юратса епле йăваш кăмăлпа тархаслать вăл!
Иртнě çулсенче хаçат-журналта тата ăслăлăх кěнекисенче пичетленнě статьясемпе наука ěçěсене вуланă май акă мěн пěлетпěр: çав тери йывăра, тÿсме çук йывăра килнě пирěн патриархшăн пурнăçěн юлашки тапхăрě. Чěмпěрти чăваш шкулěнче ăна «йÿтенě ват супнă», пěтěм ěçе ура хурать тесе ěçрен кăларса пăрахнă. Ку кăна та мар, хăй тăрăшса чупса çÿренипе туса лартнă шкул хваттерěнчен хăваланă, шкулăн ял хуçалăх ферминчен йÿнěрех хакпа пахча-çимěç, сěт илсе тăма чарнă. Вěренме пěлмен, путсěр чăваш ачисем ват çынтан тăрăхласа кулнă. 70 çултан иртнě шур сухаллă Вěрентекенěн чунне çакă тем пекех ыраттарнă пулин те халалта вăл «вěренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене» ырă кăмăлпа шанса, тăван халăха вěрентсе çутăлтарас ěçе йăлтах хăйсем çине илме, чăваш патшалăхра чăн лайăх этем шутне кěмешкěн пил панă. Çавăнпа пěрлех хăй туса çитереймен ěçсене малалла тăсма та вěсенех шаннă. Вăл пěрре мар çапла каланă: «…пытармастăп, юрататăп эп чăвашăмсене, пěтěм чунтан ырă сунатăп вěсене», - тенě.
1922-мěш çулхи юпа уйăхěн 21-мěшěнче Н.И.Яковлев суккăрланма пуçланă ашшěне тухтăрсене кăтартас тесе Чěмпěртен Питěр хулине илсе тухса кайнă. Килěнче унăн арăмě Екатерина Алексеевна та Алексей Ивановичăн çемйи юлнă, ăна кунтах кěтсе илме шантарнă. Çавна май ватă Шурсухал хăйěн пěтěм ěмěрне ирттернě чăваш шкулěнчен яланлăхах тухса каятăп тесе шутламан пулě. Анчах 80 ярса пуснă ватăшăн пурнăç тăршшěпе ырми-канми тăрăшса çавăрнă тăван йăваран кěске вăхăтлăха та пулин хăпса тухма тем пекех йывăр пулнă, йывăр шухăшсем пуçě çине арман чулě пек пусса тăнă, чунне хěстерсе ыраттарнă. Юлашки хут тăван çěр çинче тăнине чунě сиснех пулě çав ват çыннăн. Ахальтен мар вăл тухса каяс умěн шкул картишне тухсан вокзала илсе кайма хатěрленě тăрантас çине лариччен пуçěнчи çěлěкне хывса сăхсăхнă та тăван шкула тепěр хут вăраххăн пăхса çаврăннă хыççăн тăван килěпе, хăй никěслесе çěкленě «чăваш тěнчипе» пуç тайса сыв пуллашнă.
Иван Яковлевич гитлерла Германии Совет Союзě çине тискеррěн тапăниччен 11 çул маларах çěре кěнě. Анчах унăн шухăш-туйăмě, халалěсем, хăй вилсен те, унăн вěренекенěсенче, халăхра упраннă, паттăр ěçсем тума хавхалантарнă. Иван Яковлевич 60 çул чăваш халăхěшěн тăрăшнине нимěнпе те танлаштарма çук пулě. Çак тапхăрта чăваш халăхне ура çине тăратас, чăваш культурин карапě тинěс хумěсем айěнче пытаннă чулсене çапăнса ан аркантăр тесе ěçлемешкěн ăна мěн тери вăй-хал, çирěплěх, тÿсěмлěх кирлě пулнă! Иван Яковлевия Яковлев демократ-просветитель ěçě-хěлěпе кун-çулě Чăваш енпе Тутарстанра кăна мар, Раççейри ытти халăхсен историйěнче те ěмěрлехех упранě.
Тен, пирěн халě çакăн пек аслăран та аслă, пысăк чун-туйăмлă пехил парса хăварнăшăн Вěрентекенěмěре çěре çити пуç тайса тав тума, унăн пархатарлă ěçěсене халиччен тивěçлипе хаклама пěлменшěн чěркуçленсе ларса каçару ыйтма вăхăт çитрě пулě. Манăçа хăварар мар аслă та чаплă ентешěмěре—халăх культурипе вěрентěвне йěркелекенне—И.Я.Яковлева, чăвашсен хăватлă Улăпне, унăн сумлă халалне…

Как Снегурочке раскатать тесто?
Разноцветное дерево
Пустой колос голову кверху носит
Сказка об одной Тайне
Отчего синичка развеселилась