Данные стихи были опубликованы в газете "Танташ"
Вложение | Размер |
---|---|
stihi.doc | 46 КБ |
Ĕмĕрлěхе асра
Кукаçие халаллатăп.
Ирхине ир-ирех Гитлер çарĕ вăраннă -
Хурах евĕр пирĕн çĕре хупăрланă.
Кукамай куçĕнчен куççуль юхса аннă –
Пил парса кукаçа Аслă вăрçа вăл ăсатнă.
Çитнĕ манăн кукаç хаяр вăрçă хирне
Тăван çĕр-шыва тăшманран хўтĕлеме.
Çапăçу хирĕнче хăй паттăрлăхне
Кăтартма пултарнă çапăçу вутĕнче.
Хаяр çапăçура тăшман пульли амантнă:
Сулахай ура шăммине шелсěр арканă.
Санитарсем госпитале хăвăрт ăсатнă –
Унта врачсем ăна ура çине тăратнă.
Маттур салтак госпитальтен тухнă –
Партизансен отрядне вăл çул тытнă.
Чун-чĕри тăшмана пĕтерес тесе çуннă,
Панă задание юлташсемпе пурнăçланă.
Пĕрре, нимĕç отрядне аркатнă чух,
Кукаç лекнĕ тискер фашист аллине.
Ĕмĕрлĕх çав кун кукаç хупнă куçне –
Киле таврăнайман кукамай патне.
Унтанпа нумай шыв юхса иртнĕ –
Мăнукĕсен ачисем ўссе çитнĕ.
Кукаçи тунă паттăрла ĕçсене
Чĕремĕрсенче усратпăр ĕмĕре!
Аннем
Хĕвел пек çыннăм эс, аннем!
Çук санран çывăххи тĕнчере!
Чун-чĕре ăшшине эс пире
Парнелен ĕмĕрў тăршшĕпе.
Ырă та хастар çыннăм эс,аннем!
Çук санран кăмăлли тĕнчере!
Эпир сывă та ырă пулсан
Телей тупнăн туятăн ялан.
Çывăх та çутă çыннăм эс, аннем!
Çук санран лайăххи тĕнчере!
Маншăн эс ĕмĕрех чи хакли,
Маншăн эс ĕмĕрех чи хитри!.
Тăван поэтăмăр
Тăван çыннăмăр Ухсай -
Чăваш халăх сăвăçи!
Сана аса илетпĕр пĕрмай:
Эсĕ пирĕншĕн манăçми!
Ахаль сăмахсене çыхăнтарса
Хăвăн талантупа тĕлĕнтерен.
Асамлă рифмăсем хывса
Вулакана эс тыткăна илен.
Сăмах хăватне эс туйнăран
Сăввусемпе туйма паран:
Пыл тутипе армути шăрши,
Шыв юххипе такан сасси.
Чунра тасалăх пулнăран
Çут çанталăка эс ăнланан.
Çак ăнлану хăвачĕ пысăкран
Яту сан çитрĕ тўпене паян!
Сан умăнта халь эп, Ухсай,
Пуçа таятăп çĕрĕме çити.
Асăмăрта юлăн ĕмĕре, Ухсай,
Çĕрпе Тўпе поэчĕ пулнă май!
Хăватлă вăхăт
Сивĕ хĕл те иртсе кайрĕ-
Çитрĕ хавас ςуркунне!
Шурă юр та тĕксĕмленчĕ
Хĕл ςилленчĕ хĕвеле!
Тÿпери хĕвелĕ кулчĕ,
Ирĕлтерчĕ вăл юрне.
Кураксем ак вĕςсе килчĕς -
Таврара халь ςуркунне!
Тăри юрă шăрантарчĕ -
Вĕςес килет ман тÿпене!
Çуркуннешĕн чун савăнчĕ -
Юрлас килет ман тăрипе!
Çÿл тÿпене чун ςĕкленчĕ.
Мĕн пулчĕ-ши яш чĕрене?
Кашни сасшăн чун хумханчĕ -
Мĕн тери хăватлă эс, ςуркунне!
Юлташ пур чух
Çўл тўпере сар хĕвел курăнсан
Кайăк евĕр ман вĕçес килет.
Çывăх юлташа вара тĕл пулсан –
Сăпкари пек мана туйăнать.
Çил те питрен чĕпĕтме пăрахать,
Тавралăх хитрен халь курăнать,
Уйăх та сиввĕн мана сăнамасть –
Мĕншĕн тесен юлташ çупăрлать.
Юлташ пур чух япăххи хăратмасть,
Юлташ пур чух вăй тапса тăрать,
Юлташ пур чух пурăнас килет,
Юлташ пур чух ыр ĕç тăвас килет.
Çывăх юлташпа пурăнма пит аван.
Юлташпа инçе çул та çывăх ялан.
Пур юлташа упрама пĕлесчĕ ман.
Пĕчченлĕх мĕнне пĕлес марччĕ ман!
Юр пĕрчи
К.Бальмонт шухăшĕ евĕр
Шап-шурă юр вăл,
Кăп-кăпăшка.
Таса-çке вăл,
Çап-çаврашка.
Вĕçсе иртет,
Инçех вĕçет.
Çўле вĕçмест –
Çĕре ўкет.
Хăварчĕ вăл
Ирĕк тўпене.
Кăмăл турĕ вăл
Пĕлмен çĕре.
Çутăра йăлтăрать,
Çилпе чĕтрет.
Çаврăнать-çаврăнать,
Ярăнма тытăнать.
Çилĕ ăна
Çаврăнтарать.
Чуччу ăна
Лăплантарать.
Инçет çул кĕçех
Вĕçленет.
Çут çăлтăр тинех
Çĕре ўкет.
Выртать вăл
Мăнаçлăн çĕр çинче.
Шап-шурă вăл!
Таса-çке вăл!
429040
Чăваш Республики
Хĕрлĕ Чутай районĕ
Хĕрлĕ Чутай сали
Çĕнтерў лапамĕ, 3 çурт.
«Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле вăтам шкул» МВУ- ри
8В класра вĕренекен, «Ĕмĕтленўçĕсем» кружока çўрекен
Патьянова Анжелика Олеговнăн сăввисем.
Ертўçи: чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекен
Васильева Марина Николаевна
429040
Чувашская Республика
Красночетайский район
село Красные Четаи
площадь Победы, д.3
ученица 8В класса
МОУ «Красночетайская СОШ»
Патьянова Анжелика Олеговна
член кружка «Мечтатели»
Руководитель: Васильева Марина Николаевна,
учительница чувашского языка и литературы
Колумбово яйцо
Рисуем подснежники гуашью
Почему люди кричат, когда ссорятся?
Анатолий Кузнецов. Как мы с Сашкой закалялись
Зимняя сказка