Сочинение на тему "Мама"
Вложение | Размер |
---|---|
sochineni.doc | 37.5 КБ |
Министерство образования и молодёжной политики Чувашской Республики
Республиканский конкурс творческих работ учащихся
«Сердце матери»
СОЧИНЕНИ ТЕМИ:
«КАШНИ СĂМАХĔ САН ПИРКИ»
Автор: ученица 7В класса
МОУ «Красночетайская СОШ»
Красночетайского района ЧР
Патьяновой Анжелики
Руководительница: учительница чу-
вашского языка Васильева М.Н.
Красные Четаи – 2009
Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.
Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.
А. Воробьёв.
Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленннине, мĕншĕн куляннине, савăннине, санăн мĕн ыратнине – пĕтĕмпех пĕлет анне. Вăл сана хăй кăкăрĕн сипетлĕ сĕчĕпе тĕрек панă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă, малтанхи сăмахсем калама вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Сана пĕрремĕш кĕнеке вуласа панă, пĕрремĕш юмах каласа кăсăклантарнă, пĕрремĕш сăпка юрри юрласа çывăратнă.
Анне яланах санпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать. Ўссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.
Манăн та Çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Нина ятлă. Юратнă аннене манăн çут çанталăкăн çурхи вăхăчĕпе танлаштарас килет. Пётр Афанасьев поэт калашле,
Çуркуннепе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Телей сунса, аннемĕр мар-и
Çурхи кун пек пире лăпкать.
Çут хĕвелпе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Ытарайми аннемĕр мар-и
Пире вăй – хал парса тăрать.
Чăнах та, аннеçĕм çуркунне пекех ытармалла çук илемлĕ, черчен, ырă, çепĕç, тарават, маттур, вашават … Унăн алли кушăрханă пулин те - çемçе, питĕнче пĕркеленчĕксем пур пулсан та - илемлĕ, сасси чуна пырса тивмелле çепĕç, аслă чунĕ çурхи хĕвел евĕр пур ачине те пĕр пек ытама илсе ăшăтать.
Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм - анне,
Çук санран çывăххи тĕнчере.
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ÿстеретĕн пире, -
тет В. Давыдов-Анатри. Çак сăмахсене поэт ман анне пирки каланă пекех туйăнать. Мĕн тери чуна пырса тивекен сăмахсем! Манăн анне те çут тĕнчене виçĕ хĕр ача парнеленĕ.Вăл тĕпренчĕкĕсене пурне те пĕр пекех юрататать, пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме ăс парать, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать, анне пулма вĕрентет. Вăл пиртен кашниех чăн-чăн Çын пуласса шанать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр, пустуйшăнах кулянтармастпăр, лайăх паллăсемпе вĕренетпĕр, çитĕнўсемпе савăнтаратпăр. Аннен ăслă сăмахĕсене ăша хыватпăр.
Мана уйрăмах анне çўç тураса яни килĕшет. Ун чухне эпĕ ăна питĕ лайăх туятăп: чунра ăшă-ăшă пулса каять. Пуçа ун кăкăрĕ çине хурса нумай вăхăт хушши ун çумĕнче тăрас килет. Шел, ялта пурăнакан çыннăн ал усса ларма вăхăчĕ сахал – кил - хуçалăхра тăрмашмалла. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ўстерет Эпир анне ĕçрен киличчен хуçалăхра тупăшса ĕçлетпĕр. Анне килнине курсанах ун патне ыткăнатпăр: пирĕн аннен куллине курас килет, унăн ăшă аллине сĕртĕнес килет.
Манăн та анне пекех çепĕç, вашават, сăпайлă, ăслă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хўхĕм, ĕçчен, тўрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл – пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен пахи никам та çук, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.
Новый снимок Юпитера
Пока бьют часы
Золотая хохлома
Сказка "Морозко"
Ребята и утята