Конкурсная работа ученика 9 класса Яковлева Александра
Вложение | Размер |
---|---|
manon_seme.doc | 49 КБ |
Манăн çемье
Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Мĕнле атте ура çине тăратнă,
Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир
Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?
Виталий Станьял
Çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн ячĕ те, хушамачĕ те тĕрлĕрен, кун-çулĕ те пĕр пек мар. Манăн çемьен хушамачĕ Яковлев. Ку хушамат пирĕн çĕршывра чи анлă сарăлнисенчен пĕри. Ăçтан пуçланса кайнă-ха çак хушамат? Мĕнле çынсем вĕсем Яковлевсем? Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх пирĕн хушамат Яков ятран пулса кайнă. Авалхи еврей чĕлхинчен куçарсан «йĕрпе пыракан, йыварлăха çĕнтерекен» тенине пĕлтерет.
Пирĕн çемьере те йывăрлăхсем сахал мар пулнă. Асаттепе асанне çамрăклах çĕре кĕнĕ. Аттепе унăн икĕ пиччĕшпе икĕ аппăшĕ тăлăха тăрса юлнă. Вĕсен пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Çавна пулах атте шкул хыççăн малалла вĕренеймен, çамрăклах ĕçе кÿленнĕ. Пирĕн, Яковлевсен йăхĕнчи çынсен, нумайашĕ пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Манăн асатте вăрман хуралçи пулнă. Вăл çут çанталăка, чĕр чунсене юратнă. Çак туртăма ачисене пилленĕ. Хальхи вăхăтра асаттен пархатарлă ĕçне аттепе унăн аслă пиччĕшĕ малалла тăсаççĕ. Аттепе унăн тăванĕсем хамăр ялтах тĕпленнĕ, хăйсен çемьисемпе пурăнаççĕ
Пирĕн çемье тăватă çынран тăрать: атте, анне, шăллăм тата эпĕ. Атте --- Яковлев Николай Петрович. Хальхи вăхăтра вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Вăл хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна пĕрре мар тав хучĕ парса чысланă.
Анне --- Яковлева Светлана Владимировна. Вăл кÿршĕ ялти Михеевсен йышлă çемьинчен тухнă. Анне йăхĕнче вĕреннĕ, аслă пĕлÿллĕ çынсем нумай. Вĕсен йăхĕнчен 8 учитель тухнă! Анне те мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ.. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне çул тытнă. Алла диплом илсессĕн хамăр ялти шкула ĕçлеме килнĕ. Акă ĕнтĕ 21-мĕш çул вăл ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре тăрăшать. Ачасене лайăх вĕрентнĕшĕн ăна пĕрре мар Хисеп грамăтипе чысланă. Манан анне ăста педагог. Вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, пурнăç таппипе пĕр тан пырать.
Манăн шăллăм Алёша 4-мĕш класра вĕренет. Вăл лара-тăра пĕлмен, нумай япалапа кăсăкланакан ача. Ытларах, атте пекех, техника енне туртăнать.Футболл вăййине килĕштерет.
Эпĕ, Яковлев Александр Николаевич, 9-мĕш класра вĕренетĕп. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама, уçă сывлăшра çÿреме, компьютер умĕнче ларма юрататăп, вăй-хал культурине килĕштеретĕп. 9-мĕш класс хыççăн эпĕ Шупашкара çыхăнупа информатика техникумне кайма ĕмĕтленетĕп.
Пирен çемьери чи ватă çынсем --- кукаçипе кукамай. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçă пуçланнă çулхине – 1941-мĕш çулта çуралнă. Вĕсен ачалăхĕ выçăллă-тутăллă йывăр вăхăта лекнĕ. Кукаçи --- Михеев Владимир Дмитриевич. 9 класс пĕтернĕ хыççăн вăл тракторист-машинист пулмалли курссенче вĕреннĕ. Совет салтакĕн тивĕçне вăл Польшăра пурнăçланă (1960-1963ç). Кайран Шупашкарта электромонтёра вĕреннĕ (1967-1972ç). Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче механизатор специальнăçне алла илнĕ. 1973-1989 çулсенче «Слава» колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Ăна темиçе хут та Лаш-Таяпа ял совечĕн депутатне суйланă. Манăн кукаçи спорпа та туслă пулнă. Вăл район тата республика шайĕнчи волейбол ăмăртăвĕсене хутшăннă. Кукаçин медальсемпе наградăсем те нумай.
Ман юратнă кукамай --- Михеева Мария Ефимовна. Шăпа ăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине илсе çитерет. Вăл 1958-мĕш çулта Патăрел районĕнчи Туçари шкултан веренсе тухать те Казахстана çерем çĕрсене уçма каять. Унта «Малюка» совхоза вырнаçать. 1959-1961çулсенче Мускав хулин ОПМС-1 чугун çулĕ тунă çĕрте рабочи пулса ĕçлет. 1961-1963-мĕш çулсенче Çĕрпÿ хулинчи культпросвет училищинче библиотекаре вĕренет. 1963-1998-мĕш çулсенче Лаш-Таяпари ял библиотекинче ĕçлет. Кукамай юрра-ташша ăста, вăл ертсе пынипе ялта тĕрлĕ культурăлла мероприятисем те нумай иртнĕ. Кукамай Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, унăн тĕрлĕ медальсемпе чыс хучĕсем те чылай.
Кукаçипе кукамай хальхи вăхатра тивĕçлĕ канура. Анчах та вĕсем алă усса лармаççĕ. Вĕсен çĕнĕ, хăтлă çурт, çирĕп хуçалăх. Хурт-хăмăр ĕрчетессипе те кăсăкланаççĕ ватăсем. Вĕсен вунă мăнук тата кĕçĕн мăнукĕсене те чăтăмсăр кĕтеççĕ.
Эпĕ ытларах анне енчи несĕл йывăççине тĕпчесе пĕлме пултартăм. Ваттисем каланă тăрăх Михеев хушамат Михей ятлă мăн асаттерен тухнă. Михей – 8-мĕш сыпăкри мăн асатте – питĕ тĕреклĕ, вăй питти çын пулнă.Тăн-тăн хуçалăх тытса тăнă. Тыр-пул акса тунисĕр пуçне пыл хурчĕ усранă, лаша, ĕне пулнă. Виçĕ пусăмлă уйсемпе усă курнă.
Михеевсен йăхĕнче паттăр çынсем сахал мар пулнă. Чи малтанах манăн кукаçин ашшĕ пирки çырас килет. Вăл --- Дмитрий Петрович. Ашшĕсĕр, икĕ шăллĕпе кăна ÿснĕ. Çамрăклах ĕçе кÿленнĕ. Ялти шкулта пуçламăш классенче çеç вĕреннĕ пулсан та питĕ тăнлă, тарăн пĕлÿллĕ, калаçма юратакан çын пулнă. 16 çулта шахтăна ĕçлеме кайнă. Кайран Мускавра метро тунă çĕрте ĕçленĕ. Шофёр курсĕсене пĕтернĕ хыççăн ялти чи пирвайхи шофёр пулса тăнă. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансанах çапăçăва хутшăннă. Ленинград блокади вăхăтĕнче «пурнăç çулĕпе» çăкăр турттарнă. Мускавран пуçласа Берлина çитнĕ. Унăн медальсем, тав хучĕсем те пур. Вăл тĕрĕс марлăха питĕ юратман. Çав тери тÿрĕ кăмаллă çын пулнă. Сăпайлă та ĕçчен Наçтук мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă, тăватă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Эпĕ мăн асаттепе асаннепе мухтанатăп, мăнаçланатăп.
Çак йăхри тепĕр паттăр çын --- Василий Фёдорович Михеев. Вăрçăччен вăл учитель пулса ĕçленĕ. 1941-мĕш çулта хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă, тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Василий Фёдорович Белоруссинче «Непобедимый» партизан отрядĕнче разведчик пулнă. Пĕр çапаçура вĕсен разведушкăнĕ нимĕçсен генералне плена илнĕ. «Чĕлхене» Мускава çитермелле пулнă. Вăрманта самолёт ларма тивĕçлĕ вырăн та пулман. Самолёт лармалли çĕре партизансем кăвайт чĕртнĕ. Йĕри-тавра тăшман персе тăнă, пульăсем айенчен кирлĕ «чĕлхене» самолёт çине лартса Мускава ăсатнă. Çак паттăрлахшăн ăна Хĕрлĕ ялав орденĕпе наградăланă.
Михеевсен йăхĕнчен вăрçăра та, ĕçре те палăрнă çынсем нумай тухнă. Çар çыннисем, учительсем, культура тата ял- хуçалăх ĕçченĕсем - пурне те асăнса та пĕтерме çук! Шăллăмпа эпĕ вара Шăмалакри Яковлевсен йăхне тăсаканнисем пулатпăр. Яковлевсен йăхĕнче кĕлеткипе патвар, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен çынсем пулнă. Пирĕн мăн асаттесем çут çанталăка юратнă, хакланă. Пирĕн те вĕсем пекех çут çанталак илемне курма, асăрхама вĕренесчĕ, вĕсен ятне ярас марччĕ. Эпĕ хамăн пурнăçа тăван ялпах çыхăнтарасшăн, мĕншĕн тесен кунта манăн аттепе анне, тăвансем пурăнаççĕ.
Çулсем иртсе пыраççĕ, ĕлĕкхи манăçа тухса пырать. Тăвансемпе йăхташсем çинчен манăн татах та нумай пĕлес килет. Несĕлĕмĕрсене пĕлни – тăванлăха, аслă ăрава хисеплени. Хальхи вăхăтра эпĕ Михеевсемпе Яковлевсен несĕл «йывăççине» тума пуçларăм.. Çак тĕпчеве туса пĕтересси- манăн тĕп ĕç. Ку ĕçе пурнăçлама мана кукамайпа кукаçи пулăшаççĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук» теççĕ вĕсем. Эпĕ вĕсен сăмахĕсемпе килешетĕп. Пулас ăрусем валли хамран асăнмалăх мĕн те пулин юлтăр тесе тăрăшатăп. Мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те хамăрăн йăх-несĕл тымарĕсене манса каяс марччĕ пирĕн!!!
Сверчок
Всему свой срок
Фотографии кратера Королёва на Марсе
Человек несгибаем. В.А. Сухомлинский
Сладость для сердца