Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Вложение | Размер |
---|---|
chi_khakla_tupra.docx | 20.19 КБ |
Чи хаклă тупра
Юмахри тĕнче пек çуталать тавралăх
Çĕнелсе çĕкленчĕ пирĕн Шупашкар.
Савăнса пурнать ман чăваш халăх
Çыннисем ĕçчен те пит хастар.
Ăçтан тухнă чăваш халăх?
Ума тухать ялан ыйту.
Ваттисем каланă тăрăх
Палăртса хăварăп эп кăштах.
Сĕм-сĕм вăрман хушшине
Аслă Атăл хĕррине
Килсе ларнă паттăрсем
Чăваш халăх-пăлхарсем.
Асап –нуши пит нумай
Курнă пирĕн чăвашсем
Тăпăлтарнă куланай
Хĕрхенмен тиек-тÿри.
Чăваш халăх ĕмĕтленнĕ
Кун курасшăн малалла.
Сĕм вăрман ăна пилленĕ
Сиплĕ, уçă сывлăшне.
Пуçа усман, шывра путман
Вутра çунман ман халăх.
Мăнаçлăн пынă çĕнтерсе
Пур асапа та хурлăха.
Калаçма именнесси те
Тăрса юлче ĕлĕке.
Ирĕклĕн, хăватлă уççăн
Чапа тухрĕ ман чĕлхе.
Чăваш чĕлхи епле пуян
Çак чĕлхепе калаçнă Андриян.
Туптанă Çеçпĕл сăввине
Шăратнă Павлов юррине.
Мĕн-ши маншăн ăраскал?
Шухăша путатăп эп ялан.
Маншăн вăл-тăван чĕлхе
Чăваш халăхĕн-пĕрре.
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе
Атте-анне чĕлхийĕ.
Эс юл-ха мĕн ĕмĕрлехе
Янра çĕршывăн çийĕн.
Ăна атте-анне пекех
Çук, суйласа илместпĕр.
Унпа эпир пĕчĕкренех
Пит çепĕççĕн пуплетпĕр.
Тăван шкулта эп вĕренетĕп
Чĕлхен пĕтĕм асамлăхне.
Епле вал ыррăн , ăшшăн
Тапать кашнин чĕрисенче.
Тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи
Юнра эс тăвăллăн тапатăн.
Чăваш чĕлхи-тĕнче чĕлхи
Тымар кăкне тытса тăратăн.
Тăван чĕлхе- вăл чун хĕвелĕ
Чи хаклă ĕмĕтсен хĕлхемĕ.
Ăна илтсессĕн, эп телейлĕ
Тĕнче те ăшă та илемлĕ.
Чăваш чĕлхи-эс ман чĕлхе
Юратрăм эп мĕн ачаран.
Епле вăл çепĕç ман чĕлхе
Калаçăп эп унпа ялан.
Ытарайми тăван чĕлхе.
Эс çав тери хитре, паха
Санпа пĕрле иртет ман ĕмĕр.
Пуçа таятпăр сан умра!
Тăван халăх чĕлхине
Уйăрмăп эпĕ ĕмĕрне.
Йывăрлăхсене çĕнтерсе
Кăмăллăн пурнасчĕ тĕнчере.
Хастар чĕреллĕ ман пуласчĕ
Тăван халăх ят-сумне
Ярас марччĕ ĕмĕрне.
Нечаянная победа. Айзек Азимов
Музыка космоса
Рисуем кактусы акварелью
Про пингвинов
3 загадки Солнечной системы