Вăрманта вăрăма та кăпăшка хÿреллĕ упа пурăннă. Вăл питĕ пылак çиме юратнă, çавăнпа пылсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман. Кунĕпе вăрман тăрăх çÿренĕ упа, пыл хăвăлĕ шыраса унталла – кунталла пăхкаланă. Хуртсем сĕрленине курсанах çăварта пылак тути килсе кайнă. Чапрас урисемпе пускаласа вăл йывăç тăррине улăхнă, аллипе ăса- ăса пыл çинĕ.
Вложение | Размер |
---|---|
![]() | 25 КБ |
Пыл туса илме тытăнни
Калав
Вăрманта вăрăма та кăпăшка хÿреллĕ упа пурăннă. Вăл питĕ пылак çиме юратнă, çавăнпа пылсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман. Кунĕпе вăрман тăрăх çÿренĕ упа, пыл хăвăлĕ шыраса унталла – кунталла пăхкаланă. Хуртсем сĕрленине курсанах çăварта пылак тути килсе кайнă. Чапрас урисемпе пускаласа вăл йывăç тăррине улăхнă, аллипе ăса- ăса пыл çинĕ.
Пыл хурчĕсем упана тем пек сăхсан та ăна çĕнтереймен. Ара упан çăмĕ питĕ вăрăм та тачка пулнă-çке! Пĕчĕкскерсем, çăм ăшăнче хăйсем муталанса пĕтнĕ. Упа йывăç çинчен аннă та пуçланă курăк çинче йăваланма, пыл хурчĕсене лапчăтса вĕлерме тытăннă. Хăш-пĕр чухне шыва чăмнă та унта пыл хуçисене путарнă. Сĕмсĕркке хăйĕн усал ĕçне вĕçне çитерес тесе каллех йывăç тăррине улăхса ларнă, çуллана-çуллана пыл çинĕ. Юлашкинчен хăвăл пушансах юлнă.
Пĕррехинче вăрмана вутă патне Юманкка килнĕ. Пăхать- йывăç тăрринче Сĕмсĕркке пыл ĕмсе ларать. Хăйĕн вăрăм хÿрипе пыл хурчĕсене хăваланă. Юманкка пыл хурчĕсене кÿрентерекене курсанах ăна вĕрентсе илме шутланă. Йăпăр –япăр йывăç çине улăхса кайнă, упана хăратас тесе пурттипе хăмсарнă та ăнсăртран упа хÿрине татса пăрахнă. Кĕске хÿрепе юлнă упана намăс пулса кайнă, вăл хыр тăрринчен шуса аннă та мĕкĕре- мĕкĕре чăтлăха кĕрсе пытаннă. Юманкка хăвăла юсанă та йывăç çинчен аннă. Килелле çул тытнă.
Пыл хурчĕсем этемĕн ырă ĕçĕнчен питĕ тĕлĕннĕ. Пĕр – пĕрин хушшинче сĕрлесех Юманкка çинчен калаçнă: « Мĕншĕн çын вĕсен пылне çисе ямарĕ?» Ăна хуса çитсех çаfry пирки ыйтса пĕлнĕ. Юманкка вĕсене çапла хуравланă:
-Эпĕ сирĕн пыла çисе янă пулсан эсир хĕлле выçăпа вилнĕ пулăттăр. Эпĕ сирĕн сиплĕ пыла шăнса пăсăлсан çисе те курайман пулăттăм.
Пыл хурчĕсем хăйсен хăвăлне вĕçсе килсен пĕр шутлă пулса малалла этемпе юнашар пулма, ялта пурăнма шутланă. Вĕсем Юманкка пурăнакан вырăна вĕçсе килнĕ. Этем пыл хурчĕсене хÿтлĕхе илнĕ, вĕсем валли çутă вĕллесем туса панă. Çакăнтан пыл хурчĕсем вĕллере пурăнаççĕ, пыл пуçтараççĕ. Çынсем халĕ кашни çавах тутлă пыл çисе киленеççĕ, чир-чĕртен сипленеççĕ.
Кто должен измениться?
Четыре художника. Осень
10 осенних мастер-классов для детей
Астрономический календарь. Май, 2019
Композитор Алексей Рыбников