Вложение | Размер |
---|---|
tavan_cer.doc | 47 КБ |
Тăван çĕр-шыв.
Тăван çĕр-шыв, асамлă вăй паратăн эс пире.
Тăван çĕр-шыв - сап-сар хĕвел, Тăван çĕр-шыв - таса тÿпе,
Тăван çĕр-шыв - атте-анне,
Çуралнă савнă кил,
Тăван çĕр-шыв вăл - тантăшсем,
Ыраш пусси, купăс сасси,
Хĕрсен ачаш юрри,
Лаштра юман, ката-вăрман –
Тăван çĕр-шыв ку ман.
Тăван çĕре юрат, чысла, ан пар ăна ютта!
Таçта ютра пулсан та вăл пирĕн асăмра.
Çăкăр вăл - пурнăç
1.Пĕчĕк шăллăм юнтарать:
Тутине ялан тăсать.
Илсе парăр печени –
Хура çакăр тутлă мар.
2. Асанне куçне шăлать,
Темшĕн ассăн çеç сывлать.
Шăллăма пуçран шăлать,
Сăмахне унтан пуçлать.
3. Çăкăрта, ачам, пур сывлăх,
Пĕтĕм пурнăç, пирĕн вăй.
Çăкăр - çĕрĕмĕр сĕткенĕ-
Тĕрлĕ çыннăн ĕс алли.
4.Ан тирке çăкра, ачам!
Яланах асра эс тыт:
Çăкăр çинче тĕнче тăрать-
Вĕрен ăна хаклама.
Шăпуна ан упкеле:
Вăйсăрлăхна ан ĕнен.
Кăмăлна санне хуçсан та-
васка çынна ыр тума.
Пурнăс ура хурсан та-
Чапшăн ан çун ĕмĕрне.
Чун ыйтнине пурнăçла:
васка çынна ыр тума.
Лăплан,
шăплан,
чунна хытар.
Эс вăйлă-
çакна ан ман.
Сан вăй – халу вăл-
ыр туни.
Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм.
Тĕрленчĕк
Çĕр-шывăмçăм, Чăваш çĕр-шывĕ!
Кирек ăçта пулсассăн та,
Ман асăмра эс чĕрĕ, сывă,
Пуласчĕ ман та асунта.
Петĕр Хусанкай
Акă çуралнă çĕр-шывăм!..Çул хĕррнче – шурă хурăнсем, лутра шĕшкĕлĕх. Уя тухсан, инçетри - инçетри ялсем курăнаççĕ. Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи нимĕн те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Хăшĕ-пĕрисен вăл- пысăк хула, теприсен- пĕчĕк кăна ял, анчах кашниех ăна хăйне майлă юратаççĕ. Чылайăшĕ ют çĕре тухса каяççĕ, анчах нихăш вырăн та хамăр çуралса ÿснĕ тăрăхран лайăхрах пулас çук.
Тăван çĕр-шыв…Ăçтан пуçланать-ши вăл? Тен, чÿречерен кĕрекен хĕвел пайăркинчен? Тен, пÿрт умĕнчи хурăнсенчен? Укăлчаран пуçланакан хирсемпе çарансенчен мар-ши тата? Кирек ăçтан пулсан та сана, Тăван çĕр-шыв, питĕ – питĕ юрататăп. Эпĕ çуралнă вырăнсем ытарма çук хитре. Тăван хирсем, вăрмансем, таса кÿлĕсем чунăма тыткăнлаççĕ. Тавралăх илемĕпе киленнĕ май хамăн та шăпчăк евĕр юрлассăм килет. Çăл куçран тапакан тăрă шыва ĕçсен хуйхă манăçать. Çак илем йăлтах эпĕ пурăнакан тăрăхра тĕл пулать –çке!
Ытарайми Тăван çĕр-шывăм! Çип çапнă пек тÿп-тÿрĕ, çитмĕл те çичĕ йăмраллă, янкăс саслă Чăвашьенĕм! Турат çумне турат хушса, ĕмĕрсем хушши кашласа ларакан вăрмансем. Хумлă-хумлă, кăвак çилхеллĕ анлă Атăлăм! Яш-кĕрĕмĕн савăк кăмăллă уявĕсене, пурнăçне сăнлакан сăввăмăр!
Хаклă атте-аннемĕрĕн пĕтĕм чунтан калакан кивелми вĕрентĕвĕ!
Пин – пин сасă- кĕвĕллĕ чуна уçса яракан юрри – ташшийĕ! Куçпа виçейми, ытама кĕрейми Сар хĕвел пек çут тĕнчеллĕ, тулăх пурнăçлă ялавамăр! Чăваш халăхĕн йышлă пуласлăхĕ вăрман шавĕ пек ĕрченине сăнлакан гербăмăр!
Тăван çĕр – шывăм! Чăваш тĕнчин, чăваш чунĕн, чăваш ăс- хакăлĕн кунне – çулне упраса пыракан Чăваш çĕр – шывĕ! Çана шанатăп, санпа мухтанатăп, чунăмра усратăп!
Юрататăп тăван Чăвашьене! Юрататăп хам çуралнă тăван ялăма – Урнара!
Тăван ялăм! Сана эпĕ мĕн пĕчĕкрен саватăп, юрататăп, санпа мăнаçланатăп. Эсĕ аннепе пĕр танах. Анне килте çук чухне пире кичем, питĕ кĕтетпĕр вăл алăк уçса кĕрсе тăрасса. Ялтан инçетре чухне пире самантрах тунсăх пусса илет. Кайăк пулса çуралнă кĕтесе хăвăртрах вĕçсе таврăнас килет. Асăмран тухми ырă та чун – чĕрене вăй – хăват парса, хавхалантарса тăракан вырăнсене, тăвансене курас килсех тăрать.
Çуралса ÿснĕ тăван кĕтес, тăван тавралăх…Хамăра кун-çул пилленĕ атте-анне пекех хаклă вăл пирĕншĕн. Инçе çула кайнă чухне ăсатса ярать: таврăннă чухне хапăлласа кĕтсе илет. Çук, нихăçан та манăçмĕç тăван кил-çурт, хамăр такăрлатнă уй-хирпе çырма-çатра, вăрман сукмакĕсем. Аçта кăна çитсен те, темле илемлĕ çĕр-шыва кайсан та пирĕн куç умĕнчех тăван ен – инçетри çăлтăр евĕр ялкăшса хăй патне чĕнет, хавхалантарать.
Тăван ялăм, асран кайми савнă ялăм…Мĕнле виçепе хакламалла – ши ăна? Çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те манăн тăван Урнарăм хăйне евĕр хитре, илĕртÿллĕ. Çуралса ÿснĕ килĕн туртăмĕ те виçесĕр пысăк. Пирĕн пÿрт çумĕнче çамрăк хурăн çитĕнет. Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ вăрттăнлăх унра!? Хурăнăн çутă сăнарĕ шăнса кÿтнĕ чуна та ăшăтĕ. Шурă хурăна эпĕ ачаранах кăмăллатăп. Унăн çепĕç вуллисем, тÿпене кармашакан турачĕсем мана вăй – хăват параççĕ, пурнăç илемне кăтартаççĕ. Кĕрхи ылтăн шÿлкеме, хĕллехи ахах – мерчен сапакан кĕрĕк те, çурхи ешĕл кĕпе – йăлтах килĕшÿллĕ хурăн çинче. Тавралăхра шап – шурă та хĕр пек яштака хурăнсене куратăп та çут çанталăка юратса сăвă çыратăп:
Шурă – шурă хурăнсем,
Ытарайми тусăмсем…
Юнашарах йăмрасем кашласа лараççĕ. Ах, ытла та хÿхĕм – çке чăваш йăмри! Тăван хирсем, вăрмансем, кÿлĕсем чунăма тыткăнлаççĕ. Çуллахи вăхăтра шыв хĕвел шевлипе чÿхенсе йăлкăшать, вăй вылять, тĕрĕ тĕрлет те ылтăн йăлтăртатмасть – ши тесе шухăшлатăн ирĕксĕрех.
Пирĕн ял Урнар ятлă. Вырăнĕ чуна илĕртет. Пăхасчĕ сирĕн çÿлтен, кăвак пĕлĕт айĕнчен. Пĕр – пĕр юмахри асамлă ĕшне мар – ши ку тесе тĕлĕннĕ пулăттăрах. Мĕншĕн тесен урамĕсем мăнаçлă патша евĕр сăрт çамкисем çине ларса тухнă. Урнар пысăках мар пулин те пурăнакансем туслă кăткăсем евĕрех ĕçчен, тăрăшуллă. Хальхи саманара ытлă – çитлĕ пурăнма питĕ йывăр, анчах çавах пуçне усмаççĕ ентешсем. Шав малаллах талпăнаççĕ, пурнăç тĕрекне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Çынсем тиенсех тăракан йывăрлăхсене парăнманран ялăн малашлăхĕ пурах тесе шутлатăп. Ялти кашни кил хуçиех улма- çырла çитĕнтерет, пахча – çимĕç туса илет. «Мĕн тери ĕçчен, савăнăçлă, туслă çынсем хушшинче çуралнă эпĕ», - шухăшлатăп тепĕр чухне. Вара хама чи телейлĕ çын пек туятăп. Куллен вăй хумасан, тăрăшмасан, ырă та телейлĕ пурнăç тума çукрах. Ырлăхĕ те, телейĕ те хамăртăнах килет.
Эпĕ хамăн яла манăн телейĕм тесе шутлатăп. Кунта ачалăх иртет, юлташсемпе выляса – кулса çитĕнен…Ачалăх!..Мĕн тери савăк вăхăт! Унăн ытамне тепĕр хут лекес пулсан урăх вĕçерĕнес çук. Асамлă та илĕртекен тĕнче! Мĕншĕн питĕ хăвăрт иртсе каятăн – ши эсĕ? Вăхăт иртĕ, часах тăван ялтан тухса каймалла пулĕ, анчах пире тăван Шупашкарăмăр хăйĕн ытамне илĕ. Атте – анне çунатти айĕнчи пекех вăл пире хÿтĕлесе тăрĕ.
Юрататăп эпĕ хамăр çăтмахри пек Чăвашьенĕме! Мĕншĕн мăнаçланас мар – ха манăн унпа? Вăл манпа яланах кăмăллă, тараватлă. Унăн кăкри çине пуçа хурăттăм та пĕр хускалми темĕнччен тăрăттăм, мĕншĕн тесен чунра çăмăл – çăмăл.
Почта
Можно от Солнца уйти...
Машенька - ветреные косы
Госпожа Метелица
Мальчик и колокольчики ландышей