Çӗнтерӳпӗр аслӑюрӑ,
Пӗр уяв пек пуличчен
Тар та юхрӗ, юн та юхрӗ,
Пуçӗпе пěтни миҫен!...
П.Хусанкай.
Вложение | Размер |
---|---|
cienteru_pier_asla_yura_sochinenie_liya.docx | 21.26 КБ |
Çӗнтерӳ пӗр аслӑ юрӑ,
Пӗр уяв пек пуличчен
Тар та юхрӗ, юн та юхрӗ,
Пуçӗпе пěтни миҫен!...
П.Хусанкай.
«Вӑрҫӑ» сӑмах ытла та хӑрушшӑн, сиввӗн илтӗнет: чуна ҫӳçентерет, кӑмӑла хуҫать, чун-чӗрене ыраттарать, сехрене хӑпартать.
«Вӑрҫӑ асаппа инкек акать», - тӗнӗ ваттисем. Кирек мӗнле вӑрҫӑ та куҫҫульсӗр, ҫухатусӑр пулмасть. Пур вӑрçӑ та халӑх историйӗнче хурлӑхлӑ йӗр хӑварнӑ. Иккемӗш тӗнче вӑрçинех илӗр. Ытла та ирсӗр тӑшман тапӑннӑ пирӗн çӗр-шыв çине. 1941-мӗш çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ирпе тапӑнас чух нимӗç офицерӗсемпе салтакӗсене çакӑн пек памятка валӗçсе панӑ:..вырӑс çыннисене пурне те вӗлерӗр: салтак-и вӑл е хӗрарӑм, хӗр ача е арçын ача – хӗрхенсе ан тӑрӑр, вӗлерӗр. Çапла тусан хӑвна вилӗмрен хӑтаратӑн, çемйун малашлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑн тата хӑвна ӗмӗрлехех мухтава кӑларатӑн.» Авӑепле хӑрушӑ тӗллев тытнӑ Гитлер! Ахальтен мар ӗнтӗ Стихван Шавли хӑйӗн «Гитлер çамкиҫине» сӑвинче çак сӗмсӗр те хӑпсанчӑк çынна: «Палач! Çӗлен! Сӑпса! Çӑхан! Калта! Хурах! Эсрел!» - тет чӗререн тарӑхса та чунтан кураймасӑр. çемьерен
Кашни нимӗç фашистӗнчех чунсӑрлӑх, çӑткӑнлӑх хуçаланнӑ. Вӗсен чунӗсенче пӗр чӗптӗм хӗрхенӳ туйӑмӗ те пулман. Мӗн чухлӗ çынна персе вӗлернӗ, мӗн чухлӗ ҫынна ҫунтарса янӑ, мӗн чухлӗ ҫынна чуралӑха хӑваласа кайнӑ, мӗн чухлӗ ҫынна концлагерьсенче асаплантарнӑ… . Нимӗҫ «йыттисем» пирӗн халӑха кӳнӗ инкек-синкеке, терт-асапа каласа та пӗтерес ҫӳк.
Манӑн тӑван ҫӗршыв- ҫеньял, вӑл инча ҫырма çӳмӗнче вырнаçнӑ. Картӑ ҫинче вӑл пӗчекҫеҫ точкӑ. Çавӑнпа пӗчӗк тата пысӑк ялсенче пурӑнакан çынсем çӗнтерчӗç фашистсене. Пирӗн ялта195 çын вилнӗ. Пирӗн ҫемьерен те нумай çын кайнӑ вӑрҫа, вӗсенчен пӗтӗмӗ таврӑнман. Ишмулкин Александр Иванович вӑрҫӑра пуҫне хунӑ, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн лайӑх пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшнӑ. Степан тете вӑрçӑран сывах таврӑннӑ. Вӑл питӗ маттур пулнӑ. Нимӗç фашистсемпе питӗ лайӑх çапӑçнӑшӑн Хӗрлӗ çӑлтӑрлӑ орден парнеленнӗ.
Пирӗн ялта вӑрҫӑра паттар керешсе вильнисем валли, памятник уҫнӑ. Мрамортан плита ҫинче вӑрçӑра вилнисен ячӗсене çырса хунӑ. Çӗнтерÿ кунӗ, 9-мӗш майра, пӗтӗм халӑх, шкул ачисем памятник патӗнче пуçтарӑнаççӗ.
Пирӗн çемьере кадровый военныйсем те пур. Алексей тете офицер-командир Литвара взвод йӗркелесе пынӑ. Çар службине пӗтерсен Тольяти хулинче милицинче ӗçлет. Иван тете 217 Свирский воздушно-десентный ҫар службинче пулса иртет. Нагорный Карабахра 1989 – çулсенче унӑн взвочӗ мирлӗ халӑха хураланӑ. Анчах çав вӑхӑтра Нагорный Карабахра тӑнӑҫлӑх пулман, мӗншӗн тесен азербайджансем, армянсем хайсен хушшинче пӗр пӗринчен ҫаратса пурӑннӑ. Вӗсем ҫынсене ним вырӑне те хуман: вӗлернӗ, касса-каса пӑрахнӑ. Çулпа машина пыракан салтаксене те пӗтӗмпех пӗрсе вӗлереҫҫӗ. Иван тете каласа панӑ тӑрӑх: полковник хӑйӗн водителӗпе штапа кайма тухнӑ, нумай пулмасть вӗсене ҫул варрине çитсен тӑшмансем полковник пуҫне каснӑ та салтак ӑшне чиксе хунӑ. Кайран вӗсене штапне кайса пӑрахаçҫӗ. Çакна итлесе ларнӑ хыҫçӑн пирӗн куçҫульсем ухма тытӑнчӗç, мӗншӗн тесен мӑнчул ҫамрӑксем çак вӑрҫӑра вилеçҫӗ.
Иван тете вӑрçӑ пӗтсен яла нумай наградӑпа таврӑнать.Служба хыҫҫӑн Санкт-Петербурга парашютнӑй спортӗнче инструктор пулса ӗçлет. Унтан таврӑнсан, вӑл Тольяти хулиненче милицине ӗҫлеме керет. Нумай пулмасть ӑна амантаçҫӗ, тӑна кемесӗрех вӑл вилет. Ана хисеплесе Тольятинче памятник лартаçҫӗ. Нимӗҫсемпе çапӑҫнӑ чух вилеме ирте-ирте пына киле таврансан тивесле вахатра хайен вилемне тупна.
МБОУ «Верхнеколчуринская СОШ»
Сочинение по теме «Война глазами детей»
Выполнила ученица 9 класса
Краснова Лия
Учительница чувашского языка и литературы
Смирнова М.А.
Стеклянный Человечек
Как нарисовать зайчика
Басня "Две подруги"
Лупленый бочок
Галка в чужих перьях