Стихотворение на чувашском языке
Вложение | Размер |
---|---|
kas_pulttipe.doc | 22.5 КБ |
Каç пулттипе
Автор: Наталия Емельянова | Сăвă | 2011 | «Ачалăх урамĕ» конкурс
Ертсе пыраканĕ: Димитриева А.Г.
Тавралăха сăнарăм тахçанччен,
Каç ĕнтрĕкĕ хупларĕ ерипен.
Пĕр шăпчăкĕ юрларĕ темĕнччен,
Кĕтӳçĕ те çӳрерĕ килĕрен.
Выльăхĕсем саланчĕç килелле,
Хĕрарăмсем, ав, тухрĕç витрепе.
Кушакĕсем юлмарĕç вĕсенчен,
Сĕт шăршине татмарĕç умĕнчен.
Ял шăпланман-ха çаплипех:
Мишша пичче уттарчĕ çемйипех
Тури каса, хăй тытнă кĕслине.
Наçтаç аппа ал панă ачине.
Ав, çамрăксем лараççĕ лапамра.
Юрри-ташши те пулĕ урамра.
Сар кайăкĕ итлейĕ киленсе,
Тăмани те саламлĕ тĕлĕнсе.
Каç пулттипе тĕнче чăнах ĕлккен,
Илемĕ те пурах иккен тĕнчен.
Вăрттăнлăхне курас тесех сĕмлен,
Каç чаршавне курмашкăн ĕмĕтлен.
Серебряное копытце
Ручей и камень
Юрий Алексеевич Гагарин
Заповеди детства и юности
Марши для детей в классической музыке