Исследование слова "Анне" на чувашском языке.
Вложение | Размер |
---|---|
issledovanie_1.doc | 512.5 КБ |
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул
Сăмах тĕпчевĕ
«Анне»
Ĕçе пурнăçлаканĕ:
2 класра вĕренекен
Мидушкин Николай
Вĕрентекенĕ:
Ермолаева Л.Ф.
Содержани:
10. Анне çинчен çырнă сочинени
11. «Анне» сăмахпа сăмах майлашĕвĕсем
12. ÿкерчĕксем
13. Усă курнă литература
Чăвашла-вырăсла словарь.
Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский , мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля-матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! ◊ çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.
Чăваш халăх сăмахĕсем.
Анне (ан'н'э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к'бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан'н'э), mater mea, моя мать: аннÿ
( ан'н'ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан'к'ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.
Синонимсем.
Анне – апай, апок, апи.
Этимологи словарĕ.
АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к'бэмез дорогая наша матушка.- Из письма).
Производные формы: асанне, асланне (< аслă анне) бабушка (т.е. мать моего отца); аннеçĕм моя матушка, не так выразительно, как анемçĕм; аннев
Протяжный крик, которым зовут в лесу мать: аннев, хăрарăм-çке! Матушки, как я испугалась!
Тюркские соответствия: алт., тел., шор., леб. äнä мать, кирг., саг., кач., енä мать; туба., леб., бар., тоб., тар., каз., крым., ком., чаг.,вт., карлт., тур., уйг. ана мать; тетка (туба), почтенная женщина; матрона; сама (каз.); главная часть вещи (тур.)
Тунгусо-маньчжурские формы: эн'ин, эн'э (ан'é ~ ен'е ~энэ), энэн, энэ, эннэ и др. мать; самка ( рыбы, зверя, птицы). Др.-тюрк. апа, як. ийэ мать.
Ваттисен сăмахĕсем.
Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере.
Атте-анне ятне ярас мар.
Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр.
Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Атте–аннерен хакли çук.
Атте-анне пурри – телей.
Атте-анне пурри – ăраскал.
Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ.
Атте-анне пилĕ пурнăç парать.
Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет.
Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă.
Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче.
Атте-анне пурри – пуянлăх.
Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать.
Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.
Хайлавсем.
А. Ильин « Анне» (сăвă)
Г. Мальцев « Анне уявĕ» (хайлав)
А. Отачкин « Ку вăл пирĕн юратнă анне» (сăвă)
Р. Сарпи « Тăван аннене суйламаççĕ» (сăвă)
А. Орлов « Хĕвел шевли – анне кули…(сăвă)
П. Хусанкай « Анне» (поэма)
В. Давыдов-Анатри « Анне манна çунат пиллет …»
Ухсай Яков « Атте-анне» (сăвă)
Турхан Яккăвĕ «Анне» (сăвă)
Сăмах майлашĕвĕсем.
Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…
Сочинени.
Чи çывăххи, чи шанчăкли.
Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет.
Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче.
Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем.
Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.
Сочинени
Анне чĕрĕ пулсан эпир те чĕрĕ
Анне – пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçăсемпе паттăрсем, сăвăçсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пур пĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ.
Ĕмĕрсем халăх хĕрарăма мухтаса, ăна хакласа питĕ нумай ăслă сăмах каланă. Чăвашсен те сахал мар ун йышшисем: «Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать», «Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре».
Шупашкар варринче, Аслă Атăл кури хĕрринче «Управçă анне» палăк мăнаçлăн ÿссе çĕкленчĕ. Ăна халăхăмăр ниме йĕркипе укçа пухса кĕске вăхăтра туса лартрĕ. Çак монумент – пирĕн йăхташăмăрсен хăйсене çуратса пăхса ÿстернĕ çынна вĕçĕхĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăннине çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.
Аннемĕр чăваш ÿнерĕн ытти тĕсĕсенче те самаях анлăн сăнласа юлнă. Уйрăмах ку енĕпе сăмахлăх уйрăлса тăрать. Хĕрарăма сăнарлакан хайлавсем Октябрь пăлхавĕчченех йышлă çуралаççĕ. Пысăк калăплă жанрсенчен И.Юркинăн «Мул» повеçĕ, Турхан Яккăвĕн «Варуççи»,
Н. Шупуççыннин «Янтрак янтравĕ», К. Ивановăн «Нарспи» поэмисем палăрса тăраççĕ. Чăваш поэзийĕнче «Анне» ятлă пĕрремĕш сăвва Турхан Яккăвĕ çырать. Çав саманари чăваш амăшĕн салхуллă сăнарне автор ача куçĕпе, ача чунĕпе чĕрене тивмелле ÿкерсе кăтартать.
Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртать. «Анне – пурнăçра чи чыслă та пархатарлă тема. Тĕнчипех вăл çавнашкал. Апла пуллин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать».
Çапла, питех те тĕрĕс те вырăнлă калать Геннадий Никандрович. Анне – чăвашшăн çутă та ялтравлă ят. Çĕр-çĕр çул çапла пулнă вăл, халĕ те çаплах, ÿлĕм те çаплах пулĕ.
Анне манна çунат пиллет,
Ытарайми чĕкеçĕм, тет.
Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе,
Ăс вĕрентсе, хисеплесе.
Анне манна телей пиллет,
Çурхи чипер хĕвелĕм тет,
Хĕвелĕм, тет юратнипе,
Юратнипе, савăннипе.
Анне манна кун-çул пиллет,
Тăван кил-çурт тĕрекĕ тет,
Тĕрекĕ тет, куçран пăхса.
Куçран пăхса, чунтан шанса.
В.Давыдов-Анатри.
Кам пире мĕн пĕчĕкрен
ÿстерет савса куллен?
Вăл – анне, тăван анне.
Тавтапуç сана, анне!
А.Ильин.
Хĕвел шевли – анне кулли,
Анне сасси – чĕкеç юрри.
Анне пулсан – телей тулли,
Чи хаклă мул – анне пурри.
А.Орлов.
Усă курнă литература.
Денис-изобретатель (отрывок)
Бабочка
Весенние чудеса
Рисуем лошадь акварелью
Подарок