школьная научно-практическая конференция
Вложение | Размер |
---|---|
lasha_payesem.doc | 1.1 МБ |
ut_tume.doc | 34.5 КБ |
Ут тумĕ.
Лаша мĕнне эпир халĕ пурте пĕлетпĕр. Ут тесен вара кăштах шухăша каятпăр. Мĕн-ха вăл «ут». Ĕлĕкхи çынсем лаша тесе калас вырăнне ут тенĕ.
Хамăн тĕпчев ĕçне эпĕ çапла ят патăм: «Ут тумĕ». Сăлтавĕ акă мĕнре. Пĕррехинче литература вулавĕнче эпир «тĕнĕл» сăмахпа тĕл пултăмăр. Татьяна Петровна пирĕнтен çак сăмах мĕне пĕлтерни çинчен ыйтрĕ. Класра вĕренекенсенчен пĕри те çав сăмахăн пĕлтерĕшне пĕлеймерĕмĕр. Вăл вара пире тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
Чăнах та, вăхăт иртет, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, хăйне хăй вăраххăн улшăнать. Ĕлĕк усă курнă япаласем, ĕç хатĕрĕсем кивелсе пыраççĕ. Ĕлĕкхи чи начар хресченĕн те ик-виç лаша пулнă. Хальхи вăхăтра вара тем пек пуян пурăнакан çынсен те лаша таврашĕ çук. Ялĕпе те пĕр е икĕ лаша çеç тĕл пулма пулать. Ун вырăнне эпир мотоблокпа, тракторпа туллин усă куратпăр.
Эпĕ хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм: асаттерен лаша хатĕрĕсем çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлсе ачасене хамăн тĕпчевпе паллаштарасси. Кăçал тата лаша çулĕ пулнă май çак тĕпчев ĕçĕ питех те вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Хамăн тĕллеве пурнăçлама эпĕ çак ĕçсене турăм:
Ут тумĕ шутне çаксем кĕреççĕ:
Çак тĕпчев ĕçĕ пуриншĕн те усăллă пуласса эпĕ шанатăп. Ĕлĕкхи япаласене пирĕн манса каяс марччĕ. Çитес ăрусене валли те упраса хăварасчĕ.
Сладость для сердца
Новогодняя задача на смекалку. Что подарил Дед Мороз?
Одеяльце
В.А. Сухомлинский. Для чего говорят «спасибо»?
Ребята и утята