Тăван чĕлхе-тăван халăхăн нихçан та, нимĕнпе те иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ.
Вложение | Размер |
---|---|
tavan_chelkhem.doc | 37 КБ |
Арманова Мария
Янра, чăваш чĕлхи!
Тăван чĕлхем, чăваш чĕлхи! Эсĕ-пирĕн несĕлĕх çăл куçĕ. Эсĕ янравлă та хăватлă. Эсĕ çурхи çут хĕвеллĕ кун йăлтăртатса тăракан таса çăл шывĕ пек шăнкăртатса юхатăн. Санпа эпир, чĕвĕл чĕкеç чĕпписем пек, пуплетпĕр, ĕç умне тăратпăр.
Тăван чĕлхемĕр, асаттесен чĕлхи! Эсĕ-пирĕн мирпе туслăх чĕлхи. Сана юратнине пула ытти тăванла халăхсене, вĕсен чĕлхине юратма, хисеплеме вĕренетпĕр. Эсĕ пире тăванлăх, мирпе туслăх кĕперне хывма пулăшатăн.
Эпĕ хам пурнăçра Чăваш Республикинчи чылай кĕтесре пулса курнă, Тутарстанра та пĕрре мар пулнă. Кирек ăçта та тăван чĕлхе манпа пĕрле пултăн. Чăвашла, асаттесен чĕлхипе ниçта та калаçма вăтанса тăмарăм. Тавах: ниçта та мана хам тăван чĕлхепе калаçнăшăн сивлекен çынсене тĕл пулмарăм. Хуларан чăваш ялне килекен юлташсенчен: «Сирĕн чĕлхĕр мĕнле илемлĕ те çепĕç янăрать,»- тенине кăна илтрĕм. Ку мана яланах хавхалантарса тăчĕ. Хаçатра пирĕн чĕлхе пирки ытти тăванла халăх ывăл-хĕрĕсем хисеплесе каланине вуласан пушшех савăнатăп.
Тăван чĕлхемĕр, атте-анне чĕлхи! Сан çинчен пирĕн аслă çынсенчен пĕри Иван Яковлевия Яковлев каланă ăслă сăмахсене яланах чунра тытса пурăнатăп.
«Асра тытăр, - тесе хăврнă пире Иван Яковлевич,- халăх чĕлхисенчен ютшăнмасан кăна эсир халăх шанăçне тивĕçлĕ пулăр…»
Хамăн тăван халăхăмăрăн аслă поэчĕсем çырса хăварнă çулăмлă сăмахсене яланах асра тытса пурăнатăп.
Килте, ютра-и эп кирек ăçта та,
Кирек хăçан та тав тăвап ăна:
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп.
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана,-
тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Çак сăмахсем-пурте чун-чĕререн тухнă ăслă сăмахсем!
Аса илер-ха тата хамăр тăван чĕлхешĕн яланах çунса тăнă поэтăмăр Митта Ваçлейĕ çырса хăварнă çак сăвăллă йĕркесене:
Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам хăватлă чунăма
Пар чăнлăх, савăнăç, илем.
Пар ирĕк-çутăрах çунма…
Митта ăçта пулсан та, çав тери йывăр кунсенче те тăван чĕлхе шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн çуннă. Ăна шаннă, пуç тайса тăнă.
Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ Çĕр-шыв аннемĕршĕн çав тери йывăр вăхăтсенче, вăрçă пынă çулсенче вырăс халăхĕн чĕлхипе пĕрле, мĕнпур тăванла халăхсен чĕлхипе пĕрле вутпа çулăм витĕр тухрăн. Эсĕ çак йывăр çулсенче йыхравлăн кĕрлерĕн, вутлă вăрçă хирĕнче туптантăн. Эсĕ усал та хаяр ташманшăн аçа-çиçĕм пултăн! Çаксене пурне те аса илсе шухăшласассăн яланах сана пуç тайса тав сăмахĕ калассăм килет. Аса илер-ха тата халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ фронтра чухне çырса хăварнă çак сăвă йĕркисене:
Сана паян тиркевлĕ хурлаканĕ
Ăçта кам пулĕ пысăк çĕр çинче-
Мухтатăп эпĕ, гварди капитанĕ,
Сана хĕвеллĕ уйăх умĕнче.
Тăван чĕлхемĕр, атте-анне чĕлхи! Эпĕ сана мĕн ачаранпах пĕтĕм чун-чĕререн хисеплесе пурăнтăм. Тăван чĕлхемĕре упраса хăварасси чи малтанах хамăртан килнине яланах асра тытататăп, çавăнпа ăна сыхлама, упрама чĕнсе калакан В.Давыдов-Анатри сăввине аса илетĕп:
Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ялан усрар чыс-хисепре,-
Эпир унпа ĕçе вĕреннĕ.
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
Упрар тăван чĕлхемĕре-
Чун-чĕрери хĕлхемĕре,-
Эпир ăна ялан ĕненнĕ.
Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ.
Тăван чĕлхе-тăван халăхăн нихçан та, нимĕнпе те иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Эпир мĕн ачаранах çак çăл куçран вăй илсе ÿснĕ. Пирĕн чĕлхе вăл-вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн К.Ивановăн чĕлхи. Пирĕн чĕлхе пултарулăхĕпе хăвачĕ М.Фёдоровăн «Арçури» балладинче те, Петĕр Хусанкай чăвашла куçарса кăларнă «Евгений Онегин» сăвăлла романта та уйрăмах уçăмлăн палăрать. Тĕлĕнмелле те савăнмалла, хамăр чĕлхе пуянлăхĕпе усă курса çыравçăсем мĕнле кăна сăнлăхсем тумаççĕ-ши! Хамăр тăван чĕлхе малалла та ÿсессе, вăл юрă-кĕвĕре, сăмахлăхра упранса юласса шанатăп.
Тăван чĕлхем-атте-анне чĕлхи.
Чăваш чĕлхи-тĕнче илемĕ.
Чăваш чĕлхи - паха ылтăн çÿпçе.
Чăваш чĕлхи, янра эс уççăнрах.
Фокус-покус! Раз, два,три!
О чем поет Шотландская волынка?
Ласточка. Корейская народная сказка
Зимний дуб
Тупое - острое