Юрăри çак сăмахсем Петр Кондратьевич Комиссаров çинчен каланăнах туйăнаççĕ. 86 çула çитиччен пурăнать вăл Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнче. Ялта кăна мар, районта та паллă, хисеплă те сумлă çын вăл .
Вложение | Размер |
---|---|
Ĕмĕр сакки сарлака | 56 КБ |
Ĕмĕр сакки сарлака», -
тетпĕр эпир хăш чухне.
Сакки чăн та сарлака,
анчах ĕмĕрĕ кĕске.
(Юрăран)
Юрăри çак сăмахсем Петр Кондратьевич Комиссаров çинчен каланăнах туйăнаççĕ. 86 çула çитиччен пурăнать вăл Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнче. Ялта кăна мар, районта та паллă, хисеплă те сумлă çын вăл .
Петр Кондратьевич Комиссаров 1923 çулхи апрелĕн 8-мёшĕнче Елчĕк районне кĕрекен Яманчурел ялёнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çемье пысăк – 7 ача (Петĕр вара пиллĕкмĕшĕ). Йывăр пулнă пысăк çемьене пурăнма. Ашшĕ –Кондратий Алексеевич – тăлăх ÿснĕ. Тăлăх ачана Курпаш çынни Мăртаккай Элекçейĕ усрама илнĕ. Çитĕнсе çитнĕ ача хальхи Теччĕ районне кĕрекен Хирти Кушкă ялĕнче пĕр пуян патĕнче тарçăра ĕçлесе пурăнать. Çул çитсен ăна хуçа ывăлĕ вырăнне салтака яраççĕ. Хуçа ачана хăй хушаматне – Комиссаров – хушамата парать. Çавăнтан пуçланать те ĕнтĕ Комиссаровсен йăхĕ. 6 çул хушши салтак çăкăрне çиет çамрăк çын. Вăтам Азинче Кушка хули çывăхĕнче служит тунă вăл. Салтакран сывах таврăннă (кĕпе, алшăлли илсе килнине астăватăп). Салтакран килсен авланнă. Иккĕмĕш арăмĕ, Яманчÿрел çынни пулнă, вăл ун патне киле килсе кĕнĕ.
Çичĕ ача ÿснĕ çемьере – Петĕр - пиллĕкмĕшĕ.. 1931 – мĕш çулта пĕрремĕш класа шкула кайнă. «Çак куна питĕ лайăх астăватăп. Емельянов Федор – ача чухнехи юлташпа масар çине йĕкел пуçтарма кайнăччĕ. Атте пире масар çине пырса илчĕ те шкула леçсе ячĕ». Шкул Якур çутĕнче вырнаçнă. 1940 – мĕш çулччен ятарласа шкул çурчĕ пулман. Перремĕш учитель Лысов Алексей Захарович(Тускел çынни) пулнă. Мăшăрĕ Вера Петровна - иккĕмĕш класра, Терентьев Борис Александрович(Рунга çынни), виççĕмĕш класра, Кириллов Михаил Матвеевич (Яманчÿрел ялĕнчи пĕрремĕш учитель) тăваттăмĕш класра вĕрентрĕç. Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă вăл шкултан. Лайăх вĕреннĕшĕн Петр Комисарова пионер лагерьне янă.
1935-38 çулсенче Шăмалакри тулли мар вăтам шкулта вĕреннё. Унтан та Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă вăл. 10 тенкĕ укçа тата кĕпе парнеленĕ ăна.
1938-41 çулсенче Патăрьелĕчи педучилищĕре вĕреннĕ. «4 ача пĕрлĕ вĕрентĕмĕр. (Чĕмпĕре çемьери пăтăрмахсене пула вĕренме каяймарăм). Тăхăнмалли те нимĕн те çук. Алексей Захаровичпа Вера Петровна, учительсен çемйи, хăйсен ывăлĕн тумне пачĕç. Вĕреннĕшĕн 75 тенкĕ стипендии пачĕç Çав укçапа тумлантăм. Ботинка, кĕпе илтĕм, 15 тенкĕ хваттер укçи тÿлерĕм. Икĕ уйăх çеç стипендии илсе ĕлкĕртĕм, малалла тÿлевлĕ вĕренмелле турĕç. Питĕ йывăр пулчĕç маншăн çав çулсем. 1941 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче юлашки экзамен, 21 – мĕшĕнче выпускной вечер, 22 – мĕшĕнче вара …вăрçă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă пирки шкулта нумай ĕçлеме тÿр килмерĕ.1942 çулта март уйăхĕнче çара илчĕç.
Вăрçă тăршшĕпех Инçет Хĕвелтухăçĕнче Запасной полкра служит турăм. Чикĕрен 10-12 километрта тăтăмăр. Выçă, тумтир çук… Питĕ йывăрччĕ. Çăва тухсан вăрмана кайса курăк турттарса килеттĕмĕр.1944 çулта Америка пулăшăвĕ килме пуçласан çеç тăраниччен çиме пултартăмăр. Çавăнтанах Саратоври çарпа – политехника училищине вĕренме ячĕç. Вăрçă пĕтнине училищĕре кĕтсе илтĕм. Калама пĕлмелле мар савăнтăмăр пурте.
Виçĕ çул комсомол органёсенче ёçлерĕм : малтан ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарьне суйларĕç, унтан пĕр хушă ВЛКСМ Чăваш обкомĕн инструкторĕ пултăм.
1948 çулхи август уйăхĕнче Яманчÿрелне пуçламăш шкул заведующине ячĕç. 1950 çулта вара кунта çичĕ çул вĕренмелли шкул туса хучĕç. Çак шкулăн директорĕ пулма мана çирёплетрĕç.
1961 çултанпа ялта — сакăр çул вёренмелли шкул. 1960 çулта "Слава" колхоз шкула икĕ пÿлĕмлĕ çурт тулевсĕрех панă. Шкул çулсерен вĕренмелли пособисем нумай туяннă. Çапла майпа пурлăхпа вĕренÿ бази лайăхланса пынă. Çак ĕçсене тума шкула Яманчурелĕнчи "Молот" тата пĕрлешсе пысăкланнă "Слава" колхозсем нумай пулăшнă.
Эпĕ Яманчурел шкулĕнче 1983 çулччен директорта ĕçлерĕм
Кун çумне акă мĕн хушăпăр. П. К. Комиссаров 40 сул хушши пропагандистра ёçленё, çул ытла ял Совечĕн депутачĕ, 20 çула яхăн парти Елчĕк райкомĕн членĕ е райком членĕн кандидачĕ пулнă вăл. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра ăна Чăваш АССР Аслă Совет Президиумĕн Хисеп грамоти (икĕ хутчен), Чăваш АССР тата РСФСР Çутĕç. министерствисен Хисеп грамотисем, «Çутĕç отличникĕ» хисеплĕ паллă панă тата ытти енĕсене палăртса чысланă. 1983 çулта Петр Кондратьевич пенсие тухрĕ, анчах шкулта ĕçлеме пăрахмарĕ-ха, 6 çул хушши ялти шкулта ачасене вĕрентрĕ
Ултă ача çитĕнчĕ Комиссаровсен çемйинче. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, тăван республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.
Асли – Галина- Чăваш патшалăх ялхуçалăх институчĕ зооинженери факультетне пĕтернĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕнĕ Шупашкарăн чăх – чĕп фабрикинче ĕçленĕ.
Иккĕмĕш хĕрĕ Полина Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлет.
Виççĕмĕш ачи – Валерий. Вăл Мускаври М. В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ ЧГУ преподавателĕ, Чăваш журналисчĕсен союзĕн председателĕ, кĕнеке издательствин директорĕ.
Ирина Çĕрпÿри кульпросветучилищине вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Яманчÿрел ялĕнчи тĕслĕхлĕ библиотекăн заведующийĕ.
Пиллĕкмĕшĕ – Евгения. Теччĕри педучилищĕрен, ЧГПИ-н математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Патăрьел районĕнчи Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта учитель пулса ĕçлет.
Кĕçĕн хĕрĕ Валентина. ЧГУ-н математика факультетĕнчен вĕренсе пĕтернĕ.Астрахань хулинче пурăнать, шкулта учитель пулса ĕçлет.
14 мăнук Комиссаровсен. Мăнукин ачисем - 8. Петр Кондратьевичăн йăхне те, ĕçне те малалла тăсакансем йышлă.
Трудовая династия КОМИССАРОВЫХ,
педагогов Яманчуринской ООШ Яльчикского района ЧР
Комиссаров Петр Кондратьевич -1923, Батыревское педучилище, Чувашский ГПИ, история, педстаж 50 лет. |
Комиссарова Анастасия Васильевна—1926, Батыревское педучилище, педстаж 43 года. |
Дети
Комиссарова Полина Петровна—1954, ЧГУ, учитель чувашского языка и литературы педстаж 37 лет. | Комиссаров Валерий Петрович -1956, ЧГУ, МГУ им. Ломоносова, факультет журналистики | Комиссарова Евгения Петровна -1961 Тетюшское педучилище, ЧГПИ, учитель начальных классов, педстаж 28 год | . Комиссарова Валентина Петровна -1963 ЧГУ, учитель математики, педстаж 23 года. |
Внуки
Горшкова Татьяна Федоровна -1974, ЧГУ, Кооперативный институт, г. Чебоксары, учитель русского языка и литературы лауреат премии Президента РФ | Львов Александр Петрович -1975, ЧГПУ, учитель математики и физики |
Горшков Павел Федорович – ЧГУ, учитель географии | Ермакова Светлана Валерьевна – 1982, ЧГУ, факультет журналистики |
Комиссаров Дмитрий Валериевич-1984, ЧГУ, информатика |
Зимняя ночь. Как нарисовать зимний пейзаж гуашью
Астрономический календарь. Октябрь, 2018
Браво, Феликс!
Убунту: я существую, потому что мы существуем
"Морская болезнь" у космонавтов