В данной работе описаны значения названий улиц, озер, оврагов д.Яманчурино. Некоторые из данных фактов никогда и нигде не опубликованы. Версии и факты возникновения названий улиц и оврагов записаны со лов старожилов деревни Ермолаева Петра Дмитриевича и Ермолаевой Акулины Иринарховны. Большое им спасибо!
Вложение | Размер |
---|---|
yamanchurel_yalen_toponimiye.docx | 22.64 КБ |
«Яманчурелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкул» МВУ
Яманчурел ялĕн топонимийӗ
Ĕçе пурнăçлаканĕ 9 класра
вĕренекен Васильева Ольга В.
Ертӱçи: историпе чăваш чĕлхи
вĕрентекен Васильева И.И.
Яманчурел, 2007
Ум сăмах
Кашни сыннан хăй суралса уснĕ ялăн историйĕне пĕлмеллех. Мĕнле пусланса кайнă вăл, мĕншĕн кун пек ят панă ăна? Мĕнле паллă сынсем суралса уснĕ ялта?
Яманчурел ял историйĕне питĕ тĕплĕн ĕмĕр тăршшĕ ачасене вăрентнă, нумай сул хушши директор пулса ĕсленĕ вăрсă ветеранĕ Комиссаров Петр Кондратьевич сырса кăтартнă.
Эпе хамăн ĕсре ял топонимикине усса кăтартасшăн. Мен-ха вăл топонимика? Топонимика тесе географи объекчесен ячĕсене калассĕ. Мана ытларах хамăр ял урамĕ, кулĕ ячĕсем мĕнле пулса кайни интереслентерет.
Ойконимсем
(хула, ял, урам, кас ячесем)
Ямнчурел ялĕ районăн кăнтăр енне вырнаснă. Ватă сынсем каланă тăрăх, кунти вырăна малтанхи сынсем 300 сул ытла ĕлĕкрех Канаш районĕнчи Яманкассинчен кусса килсе Яманчурел ялне никĕсленĕ. Халап тăрăх яла никĕслекенĕ – Яман ятлă сыннăн чури иккен. Савăнпа та ял ячĕ – Яманчурел (Яман чури ялĕ).
Пирĕн ялта пурĕ 8 кас. Вĕсен хут сине сирĕпленнĕ ячĕсем пур, анчах та ял сыннисем кассене паянхи ятсемпе каламассĕ, ĕлĕкхи ятсенех кĕмĕллассе.
Ял пусланса кайнă чухне хальхи Ту кас выранне вырнаснă сынсем. Инсех мар сăрт вырнаснă, савăнпа Ту кас тенĕ иккен (ул. Нагорная). Сак кас хысĕпе сырма пур. Вăл унччен малтан пулман иккен. Хиртен яла шыв юхса ан кĕтĕр тесе йер туса сухаласа анассĕ, савăнтан сырма пулса каять.
Услăх касси – ăвăслăх сăмахран пулса кайнă. Хальхи лаша вити патĕнче ăвăслăх пулнă. Киремет йывăсси те пулнă тессĕ сакăнтах. Авăссене касса чи малтан Карпу, унтан Партту ятлă сынсем пурт лартнă. Апла пулсан Услăх касси – ăвăслăх касси (ул. Овражная).
Таяпа яле еннелле тухса кайнă сĕрте сил арманĕсем пулнă: Кусма армане, Сар Ваня арманĕ, Кайнари Хветĕр арманĕ. Тата та пулнă-ха армансем. Сак касса пусласа яраканĕсем Тихонов Максăмпа Ситуксем пулна иккен. Арман касси вырăсла та Мельничная.
Сортировочная тесе Сарай кассине ят панă. Сак вырăнта ĕлĕк сарайсем пулна тет. Чи малтан Емен Матви Михалисем сурт лартна пулать сак касра.
Анат касси Арман касси патĕнчен Ту кас еннелле анать. Савăнпа Анат кас тенĕ. Вырасла ул. Больничная тессĕ. Сак касра халь ялти фельдшер пункчĕ вырнаснă.
Ялăн кăнтăр енĕпе пĕр енлĕ урам тăсăлать. Ана хирĕсле – вăрман. Савăнпа Вăрман касси те ĕнтĕ (ул.Лесная).
Хальхи Шкул кассине сĕнĕ ят шкул лартсан кăна панă иккен. Малтанхи ячĕ унăн – Куттăр касси. Мĕн е кам вăл Куттăр - пĕлеймерĕм.
Ялти чи пысăк урамсенчен пĕри - Шăмалак касси. Елĕк сак кас сумĕпе Шамалака каймалли сул выртнă. Вырăсла Центральная тессĕ сак урама.
Агронимсем
(уй, сырма, саран ячĕсем)
Сырма-сатрасăр ял Чăваш Республикинче сук та пулĕ. Пирĕн ял таврашенче те сырмасем чылай. Вĕсен кашнин хăйĕн яче, историйĕ.
Ту каспа фермăна уйарса тăракан сырма ĕлĕк-авал пулман иккен. Шыв юхмалли пултăр тесе сухалассĕ, кайран вара сак йĕр тарăнланса, Сарăлса каять. Каярах аванах тарăн сырма пулса каять. Унăн ятне пĕлеймерĕм эпĕ. Хальхи самрăксем ăна Васса сырми тессĕ(сырма херринчех Васса ятла сыннăн сурчĕ ларать). Сырма урлă хывнă кĕпере те Васса кĕперĕ тетпĕр.
Вăрман сумĕнчех (кăнтăр енче) вырнаснă сырмана та сав сырма патенче пурăнакан сын ячĕпе калассĕ. Вĕл Илчи сырми.
Участка ялне ситеспе Итут сырми пур. Унăн ячĕ сакăн пек пулса кайнă тессĕ. Граждан вăрси вăхăтĕнче хĕрлисем сак сырмана пытаннă пулнă тет. Шуррисене курсан вĕсем: «Идут!»- тесе кăшкăрса янă тет. Сакăнтан вара пурте сак сырмана Итут сырми тессĕ.
Итут сырми сумĕнчех Пуп сырми пур. Елĕк сак сырма хĕррине пуп унта-кунта кайсан канма ларнă тет яланах. Сут санталăк илемĕпе киленсе апатланнă тет вара вăл сакăнта.
Тутар Республикине кĕрекен Мăкăр ялне каякан сул синче тахсан Сăнсала ятлă ял пулнă. Вырăсла ăна Недремаевка тенĕ. Халь вăл ял сук ĕнтĕ. Асанне каласа панă тăрăх сак ял сыннисем усал пулнă иккен. Ял сумĕпе пĕчĕк кăна сырма тăсăлса выртнă. Ана Сăнсала сырми тессĕ.
Утрат сулĕ синче сав тери тарăн сырма пур. Тарăнăшне курах пуль ĕнтĕ ăна тарăн сырма тессĕ.
Гидронимсем
(юхан шыв, пĕве, сăл кус ячĕсем)
Пирĕн ял тăрăхĕнчи кулĕсем ял хушшинче тата вăрман ăшĕнче вырнаснă. Вĕсем ытларах сын ячĕпе сыхăннă.
Якку кулли. Халĕ Услăх кассинче пурăнакан Васильев Николай Алексеевичăн аслашшĕ сак кулĕ патне кайса пурăннă. Вăл Якку ятлă пулнă. Куллине те Якку кулли тессĕ.
Кайри вăрманта вырнаснă кулĕ хĕрринчи курăка Санюк ятлă сын сулса тăнă. Савăнпа та кулле унăн ятне панă – Санюк кулли.
Услăх кассинчи кулле Карпарăм кулли тессĕ. Карпарăм вăл хĕрарăм ячĕ.
Мăччи кули сумĕнче Мăччапасем пурăнассĕ.
Суннă кулĕ вăрманта вырнаснă. Сак вырăнтан торф кăларнă пулнă. Кулĕ сумĕнчи вăрман темисе хутчен те тиве-тиве илнĕ. Савăнпа та кулле Суннă кулĕ тессĕ.
Торф кулли вăрманта Санюк куллинчен инсех те мар. Унта вăхăтĕнче торф нумай кăларнă.
Хăйăр кулли чи самрăк кулĕ. Сак кулĕ вырăнĕнчен хăйăр кăларнă. Аванах пысăк шăтăк кайран шывпа тулнă.
Хыс сăмах.
Эпĕ хамăн кĕске кăна ĕсре урам, кулĕ, сырма-сатра ячĕсем мĕнле пулса кайнине пăхса тухрăм. Тĕпчемелли, палах, чылай. Сăрт – ту, вăрман, сăл кус ячăсем мĕнле пулса кайнине тĕпчесен те питĕ аван.
Маларах асăннă ятсем мĕнле пулса кайнине эпĕ Ермолаев Петр Дмитриевичпа Ермолаева Акулина Иринарховнаран ыйтса пĕлтĕм. Тавах вĕсене. Саплах асанне, асатте (Васильева В.П., Васильев А.И.) каласа панисене те аса илсе усă куртăм.
Ял топонимикине тĕпчесси, ман шутпа, питĕ пархатарлă ĕс. Халь пурăнакан ватăсем вилсе пĕтсен кам-ха каласа парĕ пире иртни синчен.
Манăн ĕс кама та пулин кирлĕ пулсан, пулăшу парсан, эпĕ питĕ савăннă пулăттăм.
Упрямый зяблик
Весёлая кукушка
Мальчик и колокольчики ландышей
Усатый нянь
Зимний лес в вашем доме