В данной работе описывается история гончарного завода д.Яманчурино, в которой изготавливали различную посуду из глины. В работе указаны фамилии и имена односельчан, которые работали на этом мини-заводе. Но к сожалению, по разным причинам это предприятие не сохранилось...
Вложение | Размер |
---|---|
zavod_goncharnyy.doc | 42 КБ |
«Яманчурелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан тӗп шкул» МВУ
ПУЛНĂ ПИРĔН ЯЛТА ЧӲЛМЕК ЗАВОЧĔ
Ĕçе пурнăçлаканӗ:
9 класра вӗренекен
Обожгеева Ольга
Ертӱçи: чăваш
чӗлхипе литератури
тата истори
вӗрентекен
Васильева И.И.
Яманчурел - 2008
Ум сăмах
Суралнă ял… Тăван кĕтес… Мĕнле хаклă эс ман чун- чĕрешĕн. Сан иртнĕ кун-çулу та, малашлăху та шухăшлаттарать пире. Мĕнле, мĕн ĕçлесе пурăннă-ши пирĕн мăн асаттесем, вĕсен ачисем? Упраса хăварма пултарнă-ши эпир вĕсем парса хăварнă ăс-хакăла, ăсталăха?
Пурнетех мар çав.
Каялла çаврăнса пăхсассăн пирĕн ял мĕнле кĕрлесе тăнине курма пулĕччĕ. Темиçе тĕрлĕ арман, темиçе артель пулнă пирĕн ялта вăрçă умĕнхи тата хыççăнхи çулсенче. Тăм чÿлмексем тăвакан заводра миçе çын ĕçлемен-ши тата?! Халь çак япаласем пирĕн ялта çук ĕнтĕ – сыхласа хăварайман вĕсене.
Хамăн пĕчĕк çеç ĕçре эпĕ чÿлмек завочĕн ĕçне-хĕлне çутатса парасшăн.
Яманчурел ялĕ тăмлă çĕрсемпе пуян. Вăрçă умĕнхи çулсенче, тĕрĕссипе 40-мĕш çулта, халĕ колхоз фермисем вырнаçнă вырăнта чÿлмек завочĕ ĕçлеме пуçлать. Кунта савăт-сапа, чечек хумалли савăт, мăрьесем туса кăларнă. Таварсене пасарсемпе магазинсенче сутнă. Пăвари, Елчĕкри, Патăрьелĕнчи ярмарккăсене илсе тухнă. Астасем йăлишĕн çеç ĕçлемен – паха тавар тунă, хăйсен ăсталăхне çамрăксене вĕрентнĕ. Завод Елчĕкри «Огонек» артель çумĕнче шутланса тăнă.
Чÿлмек завочĕн пĕрремĕш маçтăрĕ Тутар Республикинчи Пăва вырăсĕ Тужилкин Степан пулнă. Вăл яла çемйипех куçса килет те хваттерте пурăнать. 50-мĕш çулсенче Степан çемйи Кемер облаçне тухса каять. Ун вырăнне вара Ильин Иван Ивановича лартаççĕ. «Эсĕ ăста кăмакаçă, тăмпа ĕçлеме пултаратăн», - теççĕ.
Каласа хăварас пулать, Ильинсем ялти чи сумлă çемьесенчен пĕрисем. Мĕн ĕлĕкренех вĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Иванăн (ялтилле Ванюкăн) ашшĕ Упанни ятлă пулнă. Вăл ĕçлесе пуçтарăннă укçа-тенкĕпе çу çаптармалли машина илнĕ, унтан кĕрпе çуртаракан арман лартнă. Выльăх-чĕрлĕх те аванах пулнĕ Упаннисен. Колхозсем йĕркелеме пуçласан, 1932 çулхине Ильинсен çемйине кулаксем тесе Сĕпĕре ссылкăна ăсатаççĕ. Тăватă çултан яла таврăнаççĕ те вĕсем колхоза кĕреççĕ, ял халăхĕпе пĕрле ырми-канми ĕçлеме пуçлаççĕ. Ванюк вара ял халăхне, таврари ял çыннисене кăмака тăва-тăва панă.
Иван Иванович çумăнче яланах унăн ывăлне Куляна курма пулнă. Вăл завода ашшĕне пулăшма çÿренĕ. Тăххăрти ача аслисемпе пĕрле хатĕр савăтсене сутма Елчĕк, Юхма, Упи (Тутар Республики) пасарĕсене çÿренĕ. Лашапа мар, вăкăр кÿлсе. Инçе çула çĕрлех тухса каймалла пулнă, мĕншĕн тесен пасарсем ир-ирех пуçланнă.
1965 çулта Иван Иванович Ильин вилет. Унăн ĕçне малалла ывăлĕ – Николай тăсать. Ун чухне чÿлмек завочĕ Елчĕкри кирпĕч завочĕн филиалĕ пулнă. Каярахпа вырăнти хуçалăхăн харпăрлăхĕ шутланать, урăхла каласан «Слава» колхоз харпăрлăхĕ.
Сак вăхăталла заводра пиллĕкĕн ĕçленĕ. Сырма хĕрринчен турттарса килнĕ тăма Вера Кириллова виçĕ çын валли çăрнă. Сакăн хыççăн тăм ятарлă шăтăкра пĕр эрне йуçнĕ. Вара ăна пÿрте илсе кĕрсе кĕл сапнă урайĕнче таптанă.
- Тамара Емельянова чечек савăчĕсем тăватчĕ. Кунне 1 литр кĕрекен 150 савăт тума пултаратчĕ. Валя Васильева вара сăра чулмекĕсем, кăкшăмсем ăсталатчĕ. Пĕррехинче пирĕн пата Шупашкарти кирпĕч завочĕн пуçлăхĕсем килчĕç. Елена Иванована хăйсем патне ĕçлеме чĕнчĕç. Савăнтан вара Шупашкарсем те чечек лартмалли чÿлмек кăларма пуçларĕç, - аса илет халĕ Николай Ильин.
Кăмакине ăвăс вуттипе хутнă. Унпа температурăна кирлĕ пек йĕркелеме меллĕ иккен. Савăтсене эрне типĕтнĕ хыççăн кăмакара çирĕм сехет тытнă. Пĕр кăмакана çур литр кĕрекен 200 савăт вырнаçнă. Хатĕр чÿлмексене ятарлă сарайне куçарнă. Сак ĕçе тума ял ачисем пулăшнă. Пулăшнăшăн вĕсене кăлтăклă чÿлмексене панă.
Завод çурчĕ, йывăçран тунăскер, çулсем иртнĕçем кивелнĕ. Си витти те шăтнă. Маччаран йĕпе-сапара шыв аннă. Чÿлмекçĕсен нушине хуçалăх ертÿçисем ăнланасшăн пулман. Укçине сахал тÿленĕ. Майĕпен чÿлмек завочĕ хупăннă. Сакă 1982 çулхине пулнă.
Завод ĕçĕ чарăнса ларнă пулин те Ильин Николай тăмпа аппаланма пăрахман. Вăл таврари чи ăста кăмакаçă шутланса тăнă. Халĕ те сайра хутра кама та пулин кăмака купаласа парать, анчах та сывлăхĕ хавшанине пула яланах юратнă ĕçĕпе аппаланаймасть.
- Завода çĕнĕрен хута ярса кирлĕ станоксем туянса парсан хамăрăн ăсталăха çамрăксене вĕрентме эпир хатĕр. Çавăн пек пĕчĕк предприяти кашни ялах кирлĕ, унсăрăн çамрăксем пурте хулана тухса каяççĕ, - пăшăрханать ял пуласлăхĕшĕн Николай Иванович.
Усă курнă литература
Цветок или сорняк?
Пока бьют часы
Барсучья кладовая. Александр Барков
Будьте как солнце!
Новый снимок Юпитера