Кĕр уявĕ
проект на тему

Васикова Ирина Севастьяновна

Разработка для детей 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon stsenari.doc107.9 КБ

Предварительный просмотр:

Методическая разработка внеклассного мероприятия

«Праздник урожая» (зональный межрайонный семинар учителей

чувашского языка и литературы, 2014 г.)

Кĕр уявĕ

  • «Алран кайми аки-сухи» юрă янарть.

- Ырă кун пултăр, хăнасем, вĕрентекенсем, ачасем!

1 ертÿçĕ.  Чăваш çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман: мĕн ĕлĕкрен вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, ачине те ĕçе вĕрентнĕ. Çавăнпа пĕрлех савăнма та вăхăт тупнă. Пысăк ĕçсем вĕçленсен тĕрлĕ уяв ирттернĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ паян кунчченех упранса юлнă. Пирĕн шкулта çулсерен йăлана кĕнĕ уяв вăл – кĕр уявĕ.

2 ертÿçĕ.            Ÿркевлĕн çирĕк силленет,

Ăйне сап-сар тÿшек вăл сарнă.

Пилеш кăвар пек хĕмленет –

Мĕн чул шевле хĕмне хăварнă.

Ав, ушкăн-ушкăн кайăксем

Вĕçсе иртеççĕ кăнтăра.

Сайра тÿлек кун халь тăрать,

Пĕр май шăваççĕ пĕлĕтсем.

Лÿшкет те çумăр – кÿлленет,

Çул кирĕкне çуса ярасшăн.

Уйра çĕн уçăм çĕкленет,

Çитес кĕре пуян тăвасшăн.

Пушаннă, тунсăхлă садра

Чакăлтатса чакак вĕçсессĕн,

Сив çил вĕрет те ăнсăртран,

Кĕç туйăнать шур юр ÿкессĕн.( В. Харитонов)

1 ертÿçĕ. Кĕр мăнтăрĕн хаваслă уявĕсенчен пĕри – пахча чукĕ пулнă авалах. Ăна юпа уйăхĕнче, сĕткенĕ тулса çитнĕ тĕрле çимĕçе пухнă вăхăтра ирттереççĕ. Пахча чÿкĕ – ача-пăчапа ирттерекен йăла.

2 ертÿçĕ. Кĕлĕ-салам калакан паян эпĕ пулăп. Хĕвелпе Шыва, Çĕрпе Сывлăша тав тăвар. (Ура çине тăма ыйтатпăр.)

Ырă та пулăхлă çут çанталăк, тарават та ĕçчен алăллă этем! Çĕр мĕн пани пирĕн умра, пирĕн кăмăл сирĕн умра. Вăхăчĕпе пултартăн, тĕрлĕ çимĕçе чун патăн. Ÿсен тăран типмерĕ, хурт-кăпшанкă тивмерĕ, чир-чĕр ярса илмерĕ. Çум курăкне кун паман, тăрăшмасăр кун юлман. Пурте пулчĕ, пурте пур, кам ĕçленĕ  - çав маттур! Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ, пĕр тунаран пĕр хуран тухрĕ çимĕç пахчара.Çитес çула вăрлăх пар, кăçалхинчен юлар мар. Сывлăш панă кăпăша, хĕвел янă ăшăпа, тăпра панă тупрапа, нÿрĕк суран ÿрĕкпе пулчĕ кăмăл çавăрни – кĕрхи хавас çăварни! Çырлах, аслă çут çанталăк, çырлах, маттур ĕçчен халăх! (Килнĕ хăнасене кучченеç салатса параççĕ.)

1 ертÿçĕ. Пуçтарăннă ĕçчен халăх, уява пуçлар апла. Уяв йĕрки çапла пулĕ, малтан вăтам класра вĕренекенсен ĕçĕсене хаклама жюри суйлас. (Жюри членĕсем уйрăм сĕтел хушшине лараççĕ.) Тавлашуллă ан пуртăр тесе, эпир маларах 5 – 8 классем хушшинче тырă-пулă, пахча çимĕ, кăмпа-мăйăр, улма-çырла темăсем уйăртăмăр, халĕ кашнин хăй темиине хÿтĕлеме вăхăт çитрĕ. (Классем 5 – 8 тухса калаçаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ.)

2 ертÿçĕ. Жюри членĕсем сĕтелсене тата кĕрхи композицисене хакланă хушăра ачасем кĕрхи тумсене кăтартаççĕ. Пурин аллинче те пĕрер жетон пур, кĕвĕ чарăнсан, сасăлама пĕр костюмшăн çеç пултаратăр. (Костюмсене кăтартаççĕ.)

1 ертÿçĕ. Юлашки чи пĕлтерĕшлĕ конкурс. 5 чи маттур арçын ача, 5 чипер хĕр ача тухать – ăс-пурлăха тĕрĕслекен конкурс пулать. Хĕр ача çĕнтерсен «Кĕр пики», арçын ача – «Кĕр паттăрĕ» титул паратпăр. Конкурс 2 пайран тăрать. 1 пай вĕçленсен кая юлнă 5 ача вăйăран тухать. Хавхалантаракан парнесем пулаççĕ. Кăшкăрмастпăр, алă йăтатпăр, кам тĕрĕс хуравлать, çав пĕр утăм малалла куçать.

2 ертÿçĕ. 1 пай ыйтăвĕсем (10 ыйту):

  1. Пĕрчĕк виçе хатĕрĕ: пĕр пăтавккара миçе кг? (16,38 кг)
  2. Тупсăмне пĕлĕр. Пĕчĕкçеççĕ кинĕм пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста.)
  3. Вырăсла сыроежка – чăвашла мĕнле пулать? (Яка кăмпа.)
  4. «Çакăр чĕлли» хайлав авторĕ (Ева Лисина.)
  5. Ваттисен сăмахне каласа вĕçлĕр. Иккĕн икерчĕ çиме… (Тăваттăн авăн çапма.)
  6. Çак йĕркесен авторĕ кам?

Кăвак çутăран шăратнă ака пуç

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.

Çĕн кун – шевле сарриллĕ ылтăн пуç –

Чăваш уйне ака тума тухать.  (Çеçпĕл Мишши.)

  1. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр.)
  2. Юнĕ пур та,чунĕ çук.( Палан)
  3. Çавра питлĕ сар пике хĕвел çинчен куç илмест.( Хĕвел çаврăнăш)
  4. Симĕс арчара хĕрлĕ тавар. (Арбуз)
  5.  Йĕре-йĕре тире сĕвеççĕ.( сухан)

Парнесем пани. «Кĕр пикине» е «Кĕр паттăрне» чыслани. Жюри членĕсене итлени, хисеп хучĕсем пани, пĕтĕмлетÿ туни. Пĕрле карточка ÿкни.

2 ертÿçĕ.

Уяв веçленчĕ… Тăсăлать уяв.

Мĕн-ма тесессĕн – пурнăç тăсăлать.

Мĕн-ма тесессĕн – ялкăшать хĕвел.

Мĕн-ма тесессĕн – пирĕн чĕре юрлать.

Уяв вĕçленчĕ – тăсăлать уяв!

Эп тав тăватăп, тусăмсем, сире

Çак уявра пулнăшăн хăна.

Эсир пулнишĕн çак уявра хăна.

1 ертÿçĕ. Чун чĕререн тав тăватпăр пурне те.