Манас марччě чěлхене!
Темле сăлтава пула
Çитрем эпě Мускава.
Вырăс чěлхине пěлсен,
Çухалмастăн эс нихçан-
Çакă пысăк хулара.
Пурăнаççě çке кунта
Тěрлě-тěрлě халăхсем.
Вырăс чěлхине пула
Паллашаççě,туслашаççě,
Савăнаççě,пěрлешеççě.
Аслă вырăс чěлхипе
Калаçатăп эп кунта.
Тупрăм хама юлташсем:
Тутарсем те узбексем,
Французсем те нимăçсем.
Анчах питě тунсăхлатăп,
Пӱплес килет чăвашла.
Çавăнпа ак халь вулатăп,
Чунăма савăнтарса
Кěнекесем чăвашла.
Шухăша кайса путатăп,
Ас-чах Волков калашле,
Мěн пулě-шималашне,
Вěренмесен шкулсенче,
Хамăр тăван чěлхепе?
Кам вулě-ши Çеçпěле,
Хусанкая,Ухсая,
Иванов,Мранькана?
Тархаслатăп чунтанах
Манас марччě чěлхене!
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
manas_marchche_chelhene.docx | 12.64 КБ |
Предварительный просмотр:
Манас марччě чěлхене!
Темле сăлтава пула
Çитрем эпě Мускава.
Вырăс чěлхине пěлсен,
Çухалмастăн эс нихçан-
Çакă пысăк хулара.
Пурăнаççě çке кунта
Тěрлě-тěрлě халăхсем.
Вырăс чěлхине пула
Паллашаççě,туслашаççě,
Савăнаççě,пěрлешеççě.
Аслă вырăс чěлхипе
Калаçатăп эп кунта.
Тупрăм хама юлташсем:
Тутарсем те узбексем,
Французсем те нимăçсем.
Анчах питě тунсăхлатăп,
Пӱплес килет чăвашла.
Çавăнпа ак халь вулатăп,
Чунăма савăнтарса
Кěнекесем чăвашла.
Шухăша кайса путатăп,
Ас-чах Волков калашле,
Мěн пулě-шималашне,
Вěренмесен шкулсенче,
Хамăр тăван чěлхепе?
Кам вулě-ши Çеçпěле,
Хусанкая,Ухсая,
Иванов,Мранькана?
Тархаслатăп чунтанах
Манас марччě чěлхене!