План-конспект урока по теме: "Чувашский драмтеатр"

Родионова Людмила Алексеевна

6 –мĕш класра ИКТпа усă курса ирттермелли урок планĕ

(39-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕРодионова Людмила Алексеевна)

 

Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок

Урок теми: Чăваш театрĕнче пултăмăр

Урок тĕллевĕсем: 1) чăваш театрĕпе, артисчĕсемпе паллаштарнă май ачасен пуплевне аталантарасси;  2) текст тăрăх монолог йĕркелесси; 3) кластер, синквэйн тума хăнăхтарасси.

Сапăрлăх  тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, культура шайне аталантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем:  Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли/ И.А.Андреев, Р.И.Гурьева.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005.- 319 с., «Чăваш театрĕнче пултăмăр» презентаци, карточкăсем.

Словарь ĕçĕ: кайса курăпăр-и? – не сходить ли, хамăрпа пĕрле – вместе с нами, тахçанах – давно,  чаршав – занавес, нумайччен – долго, туллиех – полно.

Урок юхăмĕ:

1. Класа йĕркелени. (Учительпе ачасем пĕр-пĕрне сывлăх сунни, дежурнăйпа калаçни)

   Паянхи урок теми – « Чăваш театрĕнче пултăмăр». Эпир сирĕнпе малтан Чăваш театрне экскурсие кайса килĕпĕр, унти паллă артистсемпе паллашăпăр, текст тăрăх монолог йĕркелĕпĕр, кластер тата синквэйн тума хăнăхăпăр.

2. Пуплеве аталантармалли материалпа ĕçлени. (Презентацири слайдсемпе усă курмалла)

1) Театр çинчен сăвă вулани.

   Мухтав сана, Чăваш театрĕ!                    Чувашскому театру слава!-

   Сан кун-çулу кĕрет юрра.                        Поём мы в песне вновь и вновь.

   Чăваш çынни сана юратрĕ,                      Ты – наша гордость, ты по праву

   Санра вăл хăй чунне курать.                   Народа заслужил Любовь.

   а) учитель вулать;

   ă) ачасем вулаççĕ (2 хут).

   Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай хăйĕн сăввинче чăвашсен театр пурришĕн савăннине кăтартса парать тата унпа мухтанать.

2) «Театр кассинче» диалог тăвасси.(Ачасем экран çинчи тĕслĕхпе, репертуарпа усă курса икшерĕн  калаçаççĕ)

   -  Ырă кун пултăр!  Çывăх кунсенче интереслĕ спектакльсем пулаççĕ-и?

   -  Ф. Павловăн «Ялта» спектакльне курма халăх питĕ нумай килет. Стена çинче репертуар пур. Паллашăр.

   -  Эпĕ репертуарпа паллашрăм. П.Осиповăн «Айтар» спектакльне билетсем пур-и?

   -  Хальлĕхе пур. Сире миçе билет кирлĕ?

   -  Эпир асаннепе пĕрле килсе курасшăн. Мана 2 билет кирлĕ пулать.

   -  Билет хакĕ çĕр тенкĕ.

   -  Акă икçĕр тенкĕ.

   -  Билетсене илĕр, тархасшăн.

   -  Тавтапуç. Сывă пулăр.

   -  Татах килĕр.

   Ф.Павловăн «Ялта» драми чи лайăх спектакльсенчен пĕри шутланать. Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне, йăли-йĕркине витĕмлĕн кăтартса пани, илемлĕ тумĕ куракансен чунне  хăй патне тыткăнлать.

3) Чǎваш театрĕпе паллашни. (2 ача экскурсовод пулаççĕ, ылмашăнса калаçаççĕ)

   Эпир Чăваш театрĕпе палашăпăр. Экскурсоводсем сире ыйтусем парĕç тата театр историйĕпе тĕплĕн паллаштарĕç.

   а) Шупашкарта мĕнле театрсем пур? (Пукане театрĕ, Халăх театрĕ, Оперăпа балет театрĕ,  Вырăс театрĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш театрĕ)

   ă) Чăваш театрĕ ăçта вырнаçнă? – Атăл шывĕ хĕрринче.

   Чǎвашсен театрĕ 1918 çулта Хусанта уçǎлнǎ. Ǎна пуçарса яраканĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский пулнǎ. Театр В.А. Островскин «Не так живи, как хочется» спектаклĕпе уçăлнă. 1920 çулта театр Шупашкара куçса килнĕ.

   К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕ – чăваш халăхĕн ватă театрĕ.  1933 çулта театра академи ятне, 1959 çулта К. Иванов ятне панă. Вăл 1967 çулта Хĕрлĕ ялав орденĕ илме тивĕç пулнǎ.

   Театрăн хальхи çуртне 1961 çулта туса пĕтернĕ. Пĕтĕмпе унта 800 вырǎн. Театра çынсем спектакль курма нумаййăн çÿреççĕ. Уйрăмах А. Чабановăн «Праски инке хĕрне качча парать», Б. Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», А. Тарасовăн «Инçетри телей çути» спектаклĕсене халăх килĕштерет.

   Театрăн илемлĕх ертÿçи СССР халăх артисчĕ Яковлев Валерий Николаевич. (Малалла театрпа вĕрентекен паллаштарать).

   Чǎваш театрĕнче питĕ илемлĕ. Унта пысăк та çутă люстрăсем çакăнса тăраççĕ. Чÿречисем çинче хитре те капăр чаршавсем пур. Чÿлмексем çинче симĕс чечексем ешереççĕ. Стена çинче вара паллă артистсен сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать. Залра 800 çын хăйне валли хăтлă вырăн тупма пултарать. Балкон çинчи эрешĕсем тата мĕнле чаплă!

4) «Чăваш театрĕ» кластер тăвасси. (чаплă, хитре, пысăк, илемлĕ, мăнаçлă, çутă)

5). Чǎваш артисчĕсемпе паллашни.

   а) Кузьмина Вера Кузьминична

   ă) Яковлев Валерий Николаевич

   б) Яковлева Нина Михайловна

   в) Григорьева Нина Ильинична

   г) Верьялова Ирина Васильевна

   д) Демидов Александр Оскарович

   ж) Димитриев Арсентий Валерианович

   з) Зубкова Надежда Алексеевна

   е) Кутузова Анна Николаевна

   ё) Кириллова Надежда Мефодьевна

Семёнов В.В., Ситова В.П., Александров В.В., Иванова В.А., Корчаков Н.В., Павлов А.Н., Фёдорова Л.В., Большаков Г.А., Иванов С.П., Кириллова Н.М., Зайцева А.Н., Иванов И.И.

3. Текстпа ĕçлени.

1) Словарь ĕçĕ;

   Кайса курăпăр-и? – не сходить ли

   Хамăрпа пĕрле – вместе с нами

   Тахçанах – давно

   Чаршав – занавес

   Нумайччен – долго

   Туллиех – полно

2) Учитель текста вулани;

Чăваш театрĕнче пултăмăр

   - Ачасем, çитес шăмат кун пурте пĕрле чăваш театрне кайса курăпăр-и? – ыйтрĕ пĕррехинче чăваш чĕлхи учителĕ Лидия Николаевна.

   - Мĕнле спектакль пулать?- ыйтрăм эпĕ.

   - «Айтар» драма. Ăна Пётр Николаевич Осипов çырнă.

   - Апла пулсан асаннене хамăрпа пĕрле чĕнме юрать-и? Вăл «Айтара» тахçанах кайса курасшăн,- тетĕп эпĕ.

   - Юрамасăр! Паллах, юрать. Ыттисем те килтисене пурне те хăвăрпа чĕнме пултаратăр.

    Чăваш театрĕ залив хĕрринче Атăл еннелле пăхса ларать. Ун умĕн эпĕ нумай иртсе çÿренĕ , анчах шала кĕрсе курман. Ултă сехет тĕлне асаннепе театра пырса кĕтĕмĕр. Спектакль улттă çурăра пуçланать. Гардеробра хывăнтăмăр та  фойене хăпартăмăр. Халăх йышлăн пухăннă, пурте капăр тумланнă. Çынсем çине пăхма кăмăллă. Хăшĕ-пĕрисем хуллен уткаласа  çÿреççĕ, теприсем ушкăнăн-ушкăнăн  пухăннă та калаçса тăраççĕ.

   Эпир те хамăр ачасемпе  пĕр ушкăна пухăнтăмăр. Чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕпе, асламăшĕ-кукамăшĕпе пынă.

   - Ăнланайăп-ши  спектакле? Эпĕ чăвашла лайăхах пĕлместĕп çав,- пăшăрханса калаçрĕ Оксана Бурцева.

   - Ан кулян, Оксана. Спектакле тăршшĕпех вырăсла куçарса пыраççĕ. Кресло çумĕнчи микрофона хăлху çумне кăна тыт,- ăнлантарчĕ учительница.

   Пĕрремĕш шăнкăрав хыççăн зала кĕтĕмĕр. Пирĕн вырăнсем пурин те партерта. Залра халăх туллиех. Акă виççĕмĕш хут шăнкăравларĕç те зал шăпланчĕ. Хуллен чаршав уçăлчĕ. Пурте сцена çине тинкертĕмĕр. Пьеса чăвашсен авлхи пурнăçĕ çинчен иккен. 

   Спектакль пире питĕ килĕшрĕ. Залри  çынсем артистсене нумайччен алă çупса тав турĕç.

3) Ачасем  текста рольпе  вулани;

4) Синквейн тăвасси;

                                          Халăх

                                   капăр, кăмăллă

                          пухăннă, тумланнă, пынă

                                        çынсем

5) Ыйтусемпе усă курса текст тăрăх монолог йĕркелесси;

   а)  Лидия Николаевна ачасене шăматкун ăçта илсе каясшăн пулнă?

   ă) Театрта мĕнле спектакль пынă?

   б) «Айтар» драмăна кам çырнă?

   в) Ачасем спектакле камсемпе килнĕ?

   г) Вĕсем спектакле ăнланнă-и?

   д) Спектакль ачасене килĕшнĕ-и?

   ж) Вăл мĕн çинчен пулнă?

4. Çирĕплетни.

1) Ыйтусене хуравлани.

а) Шупашкарта мĕнле театрсем пур?

ă) Эсир чăваш драма театрне çÿретĕр-и?

б) Театрта мĕн курма пулать?

в) Театрта хăвăра мĕнле тытатăр?

г) Чăваш драма театрĕнчи артистсенчен кама-кама пĕлетĕр?

д) Сирĕн артист пулас килет-и? Мĕншĕн? 

    Манăн артист пулас килет. Мĕншĕн тесен паллă артистсен ячĕ  халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлать. Вĕсем чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине пĕтме памаççĕ.

2)  Кирлĕ сăмахсем лартса предложенисене çырса илни.

   Сцена ... артистсем тухрĕç. Сцена ... авалхи чăваш пÿрчĕ. Сцена ... юрă илтĕнет. Сцена ... оркестр вырăнĕ пур. Спектакль хыççăн çынсем сцена ... пухăнчĕç, артистсене тав турĕç.

5. Пĕтĕмлетни. (Ваттисен сăмахĕсене вырăсла куçарни, ăнлантарса пани.)

    Ĕç çынна илем кÿрет. – Труд красит человека.

    Ĕç çынна мухтава кăларать. – Труд славит человека.

 Ачасем, тăрăшса тата чуна парса ĕçлени çынна мухтава кăларать. Пире валли илемлĕ те чаплă театр  пултăр тесе мĕн чухлĕ çын вăй хунă. Артист ĕçĕ те çăмăл мар: кăнтăрла репетици, каçпа сцена. Çапах та вĕсем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ. Çакăн пек артистсенчен пĕри -  Кузьмина Вера Кузьминична. Вăл 87 çула çитнĕ пулин те, паянхи кун та куракансен чунĕсене тыткăнласа сцена çине тимлĕн пăхтарать. Эсир театрсене çÿреме тăрăшăр. Унта уява кайнă пек капăр тумланса кайăр. Спектакль вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе тата телефонпа  калаçса ан ларăр, урайне ан çÿпĕлĕр, артистсене алă çупса тав тума ан манăр.

6. Киле  ĕç пани. «Чăваш театрĕ» ятлă калав çырăр.

Скачать:

ВложениеРазмер
Office presentation icon Chavash_drama_teatrenche_pultamar._Prezentaci.ppt2.6 МБ

Предварительный просмотр:

Чтобы пользоваться предварительным просмотром презентаций создайте себе аккаунт (учетную запись) Google и войдите в него: https://accounts.google.com

Подписи к слайдам: