Творчество обучающихся, посвященное Году литературы.
Вложение | Размер |
---|---|
buklet_2015.docx | 507.86 КБ |
Творчество учащихся МОБУ СОШ с.Ефремкино
на родном (чувашском) языке посвящено
Году литературы
Ефремкинские звездочки
(Выпуск 1)
2015
Никитина Татьяна, 9 кл.
Çулла. /Лето/
Ах, илемлĕ-çке çулла!
Хĕвел пăхать кулăпа.
Ăшă çилĕ кăтăклать,
Кӳл хĕрнелле хăвалать.
Кайăкĕсем тӳпере
Чĕвĕлтетсе юрлаççĕ.
Выльăхĕсем кĕтӳре
Тăраниччен çиеççĕ.
Ах илемлĕ-çке çулла!
Пĕтĕм чĕр чун урамра!
Ача-пăча сассипе,
Ах, илемлĕ-çке тĕнче!
Çумăрĕ çуса кайсан
Пахчари ӳсен-тăран
Савăнса ӳсме васкать,
Çӳлелле вăл туртăнать!
Ах, илемлĕ-çке çулла!
Çăвăнпа эпир ăна,
Ытарайми кĕтетпĕр,
Тăрăшса вĕренетпĕр.
Чăваш чĕлхи.
/Чувашский язык/
Тăван чĕлхем-чăваш чĕлхи!
Кашни çыншăн чĕре ăшши.
Тăван чĕлхесĕр-пуласлăх çук,
Тăван чĕлхесĕр-пурнăç çук.
Чăваш чĕлхи-анне чĕлхи!
Илемлĕ кĕвĕ пек янрать,
Чунăмсене вăл ăшăтать,
Кашни çынна вăл вăй парать.
Чăваш чĕлхи-пурнăç çути,
Кашни чăвашшăн чи хитри.
Çемçе чĕлхе,ырă чĕлхе!
Çунса тăр кашни чĕрере!
Тăван чĕлхеме юратсан,
Чăваш чăвашла калаçсан
Пулать яланах вăл чăваш,
Сасси унăн пулмĕ йăваш!
Семенова Василиса, 9 кл.
Çуркунне. /Весна/
Хĕвел питĕ хыт хĕртет
Юрĕ хăвăрт ирĕлет.
Çул çинче пылчăк выртать
Айккипеле шыв шавлать.
Ачи-пăчи савăнса
Кимĕ ярать çырмара
Выльăх-чĕрлĕх савăнса
Курăк çиет вăрманта.
Ирпе ирех кайăксем
Чĕвĕл-чĕвĕл юрлаççĕ
Хăйсен çепĕç сассипе
Тĕнчене илĕртеççĕ.
Кун иртет, уйăх иртет,
Çуллахи вăхăт килет.
Хĕвел пичĕ те çиçет.
Савăнмалли кун çитет.
Воронцова Екатерина, 9 кл.
Çуллахи кунсем.
/Летние деньки/
Ăçта пăхсан та вăл унта –
Çулла – халь пирĕн таврара,
Йăлтăртатса хĕвел кулать,
Иртен те ир тул çутăлать.
Вăрмансенче те кайăксем
Юрлаççĕ çепĕç юрăсем.
Тавра та сип-симĕс пулать
Çак кунсенче вăл вăранать.
Дмитрева Инга, 9 кл.
Тăван ял.
/Родная деревенька/
Тăван яла таврăнсан –
Ыр туян.
Тăван яла эс курсан –
Савăнан.
Тăван ялта пурăнсан –
Тав тăван.
Тăван яла эс ан ман –
Нихăçан!
Анне. /Мама/
Санăн çутă, ăш куллу
Манăн чуна йăпатать.
Тавтапуç сана, анне!
Мана пурнăç панăшăн
Хисеплеп сана халĕ
Юрататăп кăмăллăн!
Михайлова Стелла, 8 кл.
Манăн çěршывăм.
/Моя Родина/
Пушкăртастан – эс ман çěршывăм!
Сана чунтан эп юратап,
Ун çěр-пин тěррине куç хывăн,
Çак тěнчене эп кăмăллап!
Манăн çěршыв – туссен çěршывě…
Кунта нумай халăх пурнать.
Тěрлě чěлхе – пěр юрă-кěвě-
Çын туслăхне вăл палăртать.
Ылтăн хире эпě саватăп,
Саватăп çӳллě тусене.
Çак вырăна эп юрататăп,
Асаттесен тăван çěрне.
Çак çěршывшăн эпир çунатпăр,
Çак илеме упранипе.
Пуласлăхěшěн тăрăшатпăр,
Шкулта хитре вěреннипе.
Санăн çемçе ăш аллу
Мана лăпкă ачашлать.
Михайлова Стелла, 8 кл.
Эпě Раççейре çуралса пурăннипе мăнаçланатăп.
/Я горжусь, что я рожден в России/
(Калав-çыру)
Аван-и, сывă-и, манăн юратнă тусăм, Вера!
Хĕрӳллě салампа сан патна Стелла çыру çырать.
Сан çырăвна илтěм, часах çырма пикěнтěм, мěншěн тесен хурав-çыру тăрăх, эсě вуçех йăнăш ăнлантăн.
Вера, çак çырăва чăвашла çырман пулсан, тен, вăл сан патна вěçсе те çитмěччě. Эсир Одессăна куçса кайни 6 çул та пулать, анчах та эс пирěн чěлхене манман. Астăватăн-и, иксěмěр ача пахчине, шкула çӳренине, тулта вылянине?
Пирěн ялта халь çавăн пекех илемлě. Йěри-тавра хурăнсем, йăмрасем ӳсеççě. Пěвере ача-пăча савăнать, шыва кěрет.
Эсě халě çыратăн, халăхсем вырăссене, Раççей çыннисене кураймаççě тесе, вěсем Крыма туртса илнě тетěн… Анчах та, тусăм, ку тěрěс сăмах мар. Сирěн патра унта «информаци вăрçийĕ» пырать. Халăха юри пăтратаççě. Крым халахě хăй Раççейпе пурăнма кăмăл тунă. Халě унти халахăн пурте лайăх: вăл ěç укçи, пенси илет. Пурте тенě пекех, Раççей паспорчěсене илнě, савăнса ěçлесе пурăнаççě.
Пирěн халăх Украина халăхне шеллет. Раççей таракансене (беженецсене) киле кěртет, ěç тупма пулăшать, кěпе-тумтир, апат-çимěç, сěтел-пукан илсе килсе парать. Патшалăх май пур таран вěсене пулăшать, гуманитарлă пулăшу ярать.
Мěншěн тараççě-ха вěсем Украинăран? Мěншěн тесен вěсене Донбасс, Луганск, Славянск енче тăр кăнтăрла çунтараççě, тупăсенчен (пушкăсенчен) переççě. Пěчěк ачасене, ват çынсене, херарăмсене – никама та шеллемеççě. Пӳрчěсене çураççě, ним айăпсăр çынсене «террористсем» тесе калаççě. Мěн чуль çынна кашни кун вěлереççě. Ун çинчен сирěн кăвак экран çинче каламаççě, вуçех улталаса, улăштарса каласа параççě, ултавлă сюжетсем кăтартаççě.
Вăт çапла, тусăм, эс нимěн те пěлместěн…
Сирěн шкулта вырăс чěлхи веренттересшěн мар. Пирěн шкулта эпир 4 чěлхе веренетпěр: вырăсла, пушкăртла, акăлчанла, унсăр пуçне хамăр тăван чăваш челхине те.
Пирěн библиотекăра ушкăн кěнеке пур. Вěренме укçа тăкмалла мар. Унсăр пуçне кашни кабинетра компьютер пур.
Апат-яшкана шкулта 2 тěрит çитереççě. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх укçа тӳлет.
Пирěн халăхшăн пуçлăхсем çине тăраççě: ача укçине, пенсине, ěç укçине вăхăтлă тулеççě. Лайăх вěренекенсене институтра стипенди парăнать. Ма савăнса пурăнас мар…
Тĕнчере мěн пулнине курсан вара ăнтан каятăп: халăхсенчен кулаççě, вěсене хěсĕрлеççě, вěлереççě…
Халь те Раççейре ун пек мар. Халь те патшалăх хăйěн халăхěшěн питě тăрăшать. Эпě хěпěртетěп Раççейре çуралнишăн, таса тупене, çутă хěвел курса пурăннишěн.
Эсě те, тусăм, хăвăн малтанхи Тăван çěршывна ан ман. Эпě мěн çырни пирки пурне те каласа пар, куçěсене уç. Пирěн ялан пěрле пулмалла, пěрле пурăнмалла.
Çакăнпа эпě хамăн çырăва вěçлетěп. Телефонпа калаçма ирěк памаççě, çавăнтах сӳнтереççě те калаçăва татаççĕ, çавăнпа та çыру çыр – чăтăмсăр кететěп.
Хěруллě салампа сан патна Стелла.
20.03.2015 ç.
Творчество учащихся МОБУ СОШ с.Ефремкино
на родном (чувашском) языке посвящено
Году литературы
Ефремкинские звездочки
(Выпуск 2)
2015
Творчество учащихся МОБУ СОШ с.Ефремкино
на родном (чувашском) языке посвящено
Году литературы
Ефремкинские звездочки
(Выпуск 3)
2015
Ефимова Ангелина, 10 кл.
Атте пек пуласчĕ. /Быть как отец/
(Калав)
Ванюк кăçал 5-мĕш класа куçать. Унăн амăшĕ, Елюк инке, ывăлне шкула хатĕрлесе кунĕн-çĕрĕн колхозра вăй хурать. Укçине вара кашни уйăх тӳлесе пымаççĕ, çавăнпа та хăш чухне çемьене йывăр пулса килет. Елюк инке килĕнче те пĕтĕм ĕçне хăй туса парать: ывăлĕ пĕчĕккĕ-ха, упăшки вара аслă вăрçă пуçламăшĕнчех пуçне хунă…
Вăрçă, Ванюк пĕррере чухне пуçланнă. Ашшĕ, Алексей Михайлович, çак хăрушă хыпара пĕлсенех тăшмансене хирĕç кĕрешме фронта тухса каять. Нумай та вăхăт иртмест, Алексей паттăрсен вилĕмĕпе Сталинград патĕнче пуçне хуни çинчен хыпар килет…
Халĕ вара пурнăç мирлĕ те лăпкă. Фашистсене Раççей çĕршывĕнчен хăваласа кăларнă, нимĕнле хăрушлăх та çук… Çапах та Елюк инке хăйĕн ывăлĕшĕн питĕ пăшăрханать, мĕншĕн тесен Ванюк ашшĕ пекех хастар воин пулса Раççейĕн чиккине сыхласшăн… Пĕчĕккĕ пулсан та, арçын ача вăрçă çинчен кенекесем вулама, паттăрсем çинчен юмахсем итлеме юратать, фронтра пулса курнă çынсем патне ытларах туртăнать… Амăшĕ çакна питĕрех те килĕштермест, вăл Ванюка инженер е механик тăвасшăн. Пурнăç шăпи ашшĕнни пек хурлăхлă пуласран хăрать пулĕ.
Çапах та кунсем-çулсем те иртеççĕ. Ванюк халĕ ӳссе çитĕннĕ, салтака кайма вăхăт çитсе пырать. Амăшне вара кунсерен хурлăхлă шухăшсем пуçне килсе кĕреççĕ. Анчах та Ванюк хăйĕн пурнăçне тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçпе çыхăнтарма тахçанах уйласа хунă, çавăнпа та вăл амăшне пĕртте итлесшĕн мар. Акă салтака ăсатмалли кун та çитрĕ. Хăнасем пӳрт тулли, вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çакăн пекех юрласа-ташласа, шӳтлесе ăсатса та ячĕç çамрăка. Елюк инке çеç йĕмесĕр чăтаймарĕ. Пĕртен-пĕр ывăлне те хăйĕнчен вĕçертсе яма тӳр килни ăна питĕрех те кӳрентерчĕ.
Пĕччен юлнипе Елюк инке хăйĕн патне кӳршĕре пурăнакан Наçтук аппана час-часах хăнана чĕнме пуçларĕ. Акă пĕррехинче, икĕ хĕрарăм калаçса ларнă чух, ял почтальонĕ çыру илсе килчĕ. Ку Ванюк лекнĕ рота командирĕнчен иккен. Конверта уçса салтак амăшĕ вулама пуçларĕ: «Хисеплĕ Елена Ивановна, сире Мускав хулинчи рота командирĕ, Вячеслав Спиридонович çырать. Сирĕн ывăлăр, Иван Громов, хăрушă дезертира тытнăшăн аслă сержант званине тивĕç пулчĕ. Тавта пуç сире, çакăн пек паттăр ывăла ӳстерсе çитĕнтернĕшĕн!»
Вăрçă иртсе кайнăранпа нумай çул иртнĕ, çапах та 1941-1945-мĕш çулсенчи пек паттăрсем пирĕн хушăра пуррине шанас килет. Вĕсем хăш вăхăтра та пурнăçĕсене шеллемесĕр тăван халăхне, çĕршывне хӳтĕлеме хатĕр. Çакăн пек çынсене эпир хисеплемелле, вĕсене тĕслĕх вырăнне хурса чыс тумалла.
Семёнов Валерий, 5 кл.
Кашкăр. /Волк/
Пĕрре мана атте интереслĕ калав каласа панăччĕ. Çак ĕç 1944 çулта пулса иртнĕ. Ку вăхăтра вăрçă хĕвел анăç енне кайнă. Ачасем çуркунне Мирен ялĕнче вăйă вылянă. Пĕр ачи туппи хыççăн чупнă. Тупă йывăç тĕмми ăшне кĕрсе кайнă. Çав вăхăтра унта ватă кашкăр выртнă пулнă. Ачапа кашкăр пĕр-пĕрне курсан хăраса ӳкнĕ. Ача кашкăр çамкинчен хытă тытнă. Тискер чĕр чун тĕмескерен ачапа пĕрле аран тухрĕ те вилсе кайрĕ. Çынсем килсе çитсен вилнĕ кашкăртан ачана туртса илчĕç. Çавăн пек япала та пулать.
Алые паруса
Как представляли себе будущее в далеком 1960-м году
Солдатская шинель
И тут появился изобретатель
Сила слова